02 февраля 2013 г.
Хамăрăн ĕçри тивĕçпе çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе нумай тимлеме тивет. Çак сăлтавпах вĕсемпе тăтăшах курнăçатпăр, калаçусем ирттеретпĕр, тĕрлĕрен профилактика мероприятисем, операцисем йĕркелетпĕр. Районта час-часах “Полици тата ачасем”, “Çул çитмен ача”, “Условник” ятпа ятарлă кунсем иртеççĕ.
Çапах та çулсеренех хура ĕçпе çыхăннă ачасем тупăнсах тăраççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр районта çичĕ преступление шута илнĕ. Вĕсем вара яланхи пекех çын пурлăхне хапсăннипе, çаратнипе çыхăннă. Ытларах хăйсен çăмăлттайлăхĕпе автомашинăсене ухтараççĕ, унти япаласене йăкăртаççĕ. Пĕтĕмĕшле иртнĕ çул маларахрипе танлаштарсан 14,8 процент сахалтарах преступлени тунă. Çакă, паллах, пирĕншĕн лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Шухăшпа, ăспа çирĕпленсе çитмен ачасем кирек хăçан та пăтăрмах туса хума пултараççĕ.
Шкул ачи тĕрĕс мар çул çине тăни сарăмсăр çеç иртмест. Усал ĕçшĕн ашшĕ-амăшĕн те, вĕрентекенĕн те питне хĕретме тивет. Право йĕркине пăсни çинчен калакан протокола чăн малтанах райадминистраци çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухаççĕ. Çулталăк тăрăшшĕпе пирĕн инспекторсем 149 протокол çырса явап тыттарнă. Ытларах чухне ача тĕрĕс мар çул çине тăни ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Вĕсем ăна кирлĕ пек тимлĕх уйăрмаççĕ, воспитани памаççĕ, вăл пушă вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăкланмаççĕ тата ытти те. Ача ирĕксĕрех хăйне ирĕклĕ кайăк евĕр туйма пуçлать. 2012 çулта ачисене ти-вĕçлĕ воспитани паманшăн инспекторсен 66 административлă протокол çырма тивнĕ.
Çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ ÿсни – пуриншĕн те телей. Анчах тепĕр чухне çап-çамрăкла эрех-сăра курки еннелле аллине тăсакан çамрăксене курсан чун ыратать. Саркаланса ÿсекен организма вĕсем хăйсен ирĕкĕпе наркăмăшлаççĕ, сиенлеççĕ, ĕмĕрлĕхе сусăрлатса хăварма та пултараççĕ. 16 çул тултарман çакнашкал ачасемшĕн каллех вĕсене чун панă çынсемех яваплă. Пĕлтĕр çак сăлтавпа ултă ашшĕ-амăшне айăпланă.
Саккуна сĕмсĕррĕн пăсакан çитĕннисем хушшинче те пур. Чылай чухне аслисемех кĕçĕннисене тĕрĕс мар çул çине тăма хĕтĕртеççĕ. Акă, иртнĕ çул тăватă суту-илÿ ĕçченне çул çитмен ачасене эрех сутнăшăн административлă майпа айăпланă. Çĕнĕ саккун вара тата кăрарах. Çакăн пек тĕслĕх пулсан сутăçа сахалтан та 30000 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Пĕр пулштух питĕ хака кайса ларма пултарать. Ачасене чикарккă сутнăшăн та пуçран шăлмаççĕ. Çак сăлтавпа 12 протокол çырнă.
Ачасем – пирĕн пуласлăх, общество малашлăхĕ. Вĕсем пур енлĕн çирĕп те ырă шухăш-кăмăллă ÿсччĕр тесен пирĕн, аслисен, чăн малтанах ырă тĕслĕхлĕ пулмалла, саккун йĕркисене çамрăклах ăша хывма хăнăхтармалла.
Л. КОМИССАРОВА,
çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор.