02 февраля 2013 г.
Республикăри районсенче тата тĕп хулара мĕн чухлĕ чăваш пурăнать-ши; Чăваш Ен тулашĕнче хăш тăрăхра пирĕн йăхтăшсем ытларах.2010 çулхи çырав чăвашсем ытларах ялта пурăннине çирĕплетет. Хăш районта чăваш çынни нумайтарах-ха; Элĕк районĕнче – 97,8 процент (2002 çулта – 98,1 процент), Хĕрлĕ Чутай – 97,3 (98), Елчĕк – 97,2 (97,1), Красноармейски тата Муркаш – 96,4 (97,1), Канаш – 95,8 (96,5), Вăрмар – 95,9 (96,1), Вăрнар – 90,9 (91,5), Тăвай – 90,4 (90,5), Шупашкар – 90,3 (92,4). Ытти районсенче 67,5 – 84,7 процент.
Шупашкарта – 62,6 процент (62,6), Канаш хулинче – 55,5 (56,8), Çĕнĕ Шупашкар – 53,8 (54,3). Улатăр тата Çĕмĕрле хулисенче (3,1 тата 23,4), Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче (4,6 тата 22,5) чăвашсен йышĕ пĕчĕкрех.
Тутарстанра – 116,3 пин (е Раççей чăвашĕсен 8,1 проценчĕ), Пушкăртстанра – 107,5 пин (7,5), Ульяновск облаçĕнче – 95 пин (66), Самар облаçĕнче – 84,1 (5,9), Тюмень облаçĕнче – 25,7 пин (1,8) йăхташ тĕпленнĕ. Мускавра 14,3 пин (1 процент), Эрĕнпур тата Мускав облаçĕсенче – 12,5 пин (0,9), Сарă ту облаçĕнче – 12,3 пин (0,9), Красноярск крайĕнче – 11 пин (0,8), Чул хула облаçĕнче – 9,8 пин (0,7), Кемĕр облаçĕнче – 9,3 пин (0,6), Свердловск облаçĕнче – 8,3 пин (0,6) чăваш ĕçлесе пурăнать. Мари Республикинче, Коми, Перьм крайĕсенче, Волгоград, Пенза, Иркутск, Томск облаçĕсенче 4-6 пин чăваш тĕпленнĕ.
Шел, 2002 тата 2010 çулсенчи çыравсен хушшинчи тапхăрта пур çĕрте те чăваш йышĕ палăрмалла чакнă.