АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă сывлăш вăй парать

02 февраля 2013 г.

Кăшарнинче çут çанталăк пирĕн тăрăха кăпăшка та лапка-лапка юрпа савăнтарать. Первомайскинчи “Шуçăм” ача садĕнче вăй хуракансем яланах çакăн пек ытарма çук кунсемпе усă курса юлма тăрăшаççĕ. Уçă сывлăш сывлăхшăн паха пулнине тĕпе хурса вĕсем пĕчĕккисене урама уçăлма илсе тухаççĕ. Çакă организма тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешме вăй парать.

Воспитательсем уçă сывлăшри уроксене кăсăклă ирттерме тăрăшаççĕ. Вĕсем пĕчĕккисене сад çумĕнчи ятарлă лаптăкра вăйăсем выляттараççĕ. Инçех мар вырнаçнă хĕллехи вăрманпа, кăнтăра вĕçсе кайман кайăк-кĕшĕкпе паллаштараççĕ. Час-часах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ те ирттереççĕ. Воспитательсен ĕçне площадкăра вырнаçтарнă ятарлă выляв хатĕрĕсем, теттесем, юмахри кĕлеткесем самай çăмăллатаççĕ, ачасене хăйсене кăмăла каякан усăллă вăйă тупма пулăшаççĕ.

Садика çÿрекенсем урама тухма яланах хавас. Ара, кашнийĕшĕнех унта çунатлă “тусĕсем” пур-çке. Çитĕнекен ăру вĕсем валли ÿркенмесĕр хăйсен пĕчĕк аллисемпе сырăш ăсталаса çакнă. Тухмассерен кайăксене тутлă апат парса савăнтараççĕ.

Çакнашкал занятисем ачасемшĕн кирлĕ пулнине ашшĕ-амăшĕ те çирĕплетет.

Н. ЛАПШИНА,

воспитательница.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика