02 февраля 2013 г.
Туçари вăтам шкулта вырăс чĕлхи эрни иртрĕ. Вăл “Хута вĕренни яланах кирлĕ пулать” темăпа пулчĕ. Вĕренекенсем пĕрремĕш кун “Илемлĕх”, иккĕмĕшĕнче “Калаçу”, виççĕмĕшĕнче “Наука”, тăваттăмĕшĕнче “Официаллă-ĕçлĕ” унтан “Публицистикăлла” утравсенче çул çÿревре пулчĕç.
Эрнене уçнă май кашни ача класа кĕнĕ чухне пĕр-пĕр сăвва пăхмасăр каласа пачĕ. Унтан агитбригада сăвă композицине ăста кăтартрĕ. В. Павлова, А. Овечкина, А. Кудрявцева, С. Мулюков, С. Свинцов, В. Кузнецова, А.Плешкова тата ыттисем те тăрăшулăхпа палăрчĕç.
Кĕçĕн классенче вĕренекенсем С. Маршак произведенийĕсемпе хатĕрленĕ викторинăна, сăвă вулакансен, ÿкерекенсен конкурсне хутшăнчĕç. “Манăн юратнă литература геройĕ” проектсене те хÿтĕлерĕç ачасем.
А. Толстой вырăс писателĕ çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май “Ылтăн уçă вăрттăнлăхĕ” викторинăра иккĕмĕшсем тупăшрĕç.
Улттăмĕшĕнче вĕренекенсем “Илĕртÿллĕ фразеологи”, çиччĕмĕшсем “Хаваслă грамматика”, саккăрмĕшĕнчисем “Ку чухнехи лексикон” вăйăсене хутшăнчĕç.
Предметник учительсем кашни класрах терминологи диктанчĕ ирттерчĕç. Пиллĕкмĕшсемпе “Йĕкĕреш сăмахсем” интеллектуллă вăйă пулчĕ. 10-11 классем М. Цветаева биографийĕпе пултарулăхне тишкерчĕç. Тăххăрмĕшĕнче вырăс поэчĕ В. Жуковский çуралнăранпа 230 çул çитнĕ май кинофильм пăхрĕç.
Эрне вăхăтĕнче тирпейлĕ те илемлĕ çыракансене те палăртрĕç. Вырăс чĕлхи, ученăйсем çинчен “Экологи сăмахĕ” темăпа калаçу пуçарчĕç. Тăххăрмĕш классем чĕлхен çичĕ тĕлĕнтермĕшне тишкерчĕç. Ыттисенче буклетсем кăларчĕç. Шкулти стена хаçачĕ те тухрĕ. Эрнене ирттерме кĕçĕн классен учителĕсем, Р. Ямалетдинова, О. Табакова, А. Мулюкова, И. Козлова вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, ытти предметниксем хастар хутшăнчĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВ.