02 февраля 2013 г.
Шăнкăртамри пĕрре-мĕш вăтам шкулти 6 а класра “Эпĕ, эсĕ, вăл – туслă çемье” класс сехечĕ иртрĕ. Р. Валитова класс ертÿçи ачасен паха енĕсене аталантарассине, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтарассине тĕпе хурать. Туслăхсăр класри пурнăç çуках. Унпа пурнăç тулли те интреслĕ. Вĕренекенсем “Кулă”, “Пĕлÿлĕх”, “Ĕмĕтсем”, “Хăтаракан”, “Маçтăрсем” утравсем çинче пулчĕç. Конкурссем пуриншĕн те интереслĕ иртрĕç.
А. ИВАНОВА.