АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмен ăста пулнă Ăса, хĕççи, кĕрри, хивсе, кулча...

02 февраля 2013 г.

Аслă çултисем ку ĕç хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕсене те, вĕсемпе ăçта усă курнине те пĕлеççĕ. Анчах çамрăксенчен чылайăшĕ ăнкармасть те. Сăкăтра пурăнакан Мария Никифоровна Глухова вара вĕсемпе паян та ĕлĕкхи пекех усă курать. Хĕллехи кĕске кунпа вăрăм каçсенче пушă ларма юратманскер, пир станĕ умне ларать те ăсипе çип витĕрет, кĕррипе тирпейлĕн çеç якатса пырать, хатĕр пире хивсене чăркать. Алла вăл вĕсене çитмен пурнăçран мар, тирпее юратнăран тытать. Килти кивĕрех япаласене усăсăр ан выртчăр тесе çура-çура урайне, диван, сак çине сармалли кавирсем тĕртет. Хитререх курăнччăр тесе кăвак, симĕс, хĕрлĕ тĕслĕ çипсем хушать. Ачаран хăнăхнă ĕç Маня аппа чунĕшĕн ытла та çывăх-çке...

Ачалăх... Çыннăн пурнăçĕнчи чи телейлĕ те асамлă вăхăт. Шел пулин те, Мария Никифоровнан вăл çăмăлах килмен. Сар чечек пуçтарса çаран тăрăх çарран чупайман, йывăç сулхăнĕнче те киленсе ларайман. Шăпа ăна пуçĕнчен шăлса ачашлас вырăнне тантăшĕсенчен маларах çитĕнтернĕ, нуши-тертне пĕчĕклех кăтартнă. Тĕрлĕ сăлтава пула çемьери виçĕ пĕр тăван ачан кукамăшĕ патне пурăнма куçма тивнĕ. Ун чухне Маня аппа виç-çĕмĕш, аппăшĕ пиллĕк-мĕш, йăмăкĕ пĕрремĕш классене çÿренĕ. Ватти пур чухне вĕсем аптăраман-ха: апачĕ пиçнĕ, çи-пуçĕ питĕ пулнă. Шел те, мăнукĕсене хăйĕн хÿттине илнĕ кинемей çурма тăлăхсене ура çине тăратаймасăрах ку тĕнчерен уйрăлнă. Çывăх çыннисĕр тăрса юлнă хĕр пĕрчĕсем малтанласа кукашшĕ хатĕрленĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ, салма унанă, пиртен кĕпе-йĕм çĕленĕ. Пур япалан та вĕçĕ пур тенешкел, кĕлетри лар, арча куллен пушанса пынă.

– Кÿршĕре пурăнакан Клавье аппа пирĕн пата час-часах каçатчĕ, канашсем паратчĕ. Тăхăнмалли çи-пуç çĕтĕлнине курнă хыççăн: “Атьăр, çип илĕр те сире пир тĕртме вĕрентетĕп”, терĕ. Эпĕ ун чухне пиллĕкмĕш класа çÿрет-тĕм. Çип туянтăмăр, сăрларăмăр. Çавăн чухне пĕрремĕш хут стан умне лартăм, – тет паян Маня аппа ачалăхра курнă хĕн-хура тепĕр хут аса илнĕ май.

Шкулта лайăх вĕреннĕрен Сăкăт хĕрĕн малалла та ăс пухас килнĕ. Çак тĕллевпех вăл пĕлĕвне аталантарма Шăнкăртамри вăтам шкула çÿреме пуçланă. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртме татах хĕсĕк пурнăç чăрмантарнă: килте тăраниччен çимелĕх çĕр улми те çук иккен. Çапла пурĕ те тăватă уйăх кăна пĕлÿ çурчĕн сукмакне такăрлатнă.

– Пирĕн класс руководителĕ Нăрваш Шăхаль хĕрĕ Любовь Григорьевначчĕ. Вăл темиçе хут та вĕренме килме ыйтса çыру çырчĕ. Мал ĕмĕтлĕ кăмăлăм хуçăлчĕ пулсан та килтех юлтăм. Вара колхоза ĕçе тухрăм. Ĕнесем те сунă, пăрусемпе сыснасем те пăхнă, – тет М. Глухова.

Мария Никифоровна Сăкăт каччипех Иван Александровичпа çемье çавăрнă, тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ. Арçын, хĕрарăм ĕçĕ тесе нихăçан та уйăрман. Мăшăрĕпе пĕрлех вăкăр е лаша кÿлсе вăрмантан йывăç турттарнă, пура пураланă, çурт лартнă. Çав вăхăтрах пир тĕртсе ачисене валли кĕпе-йĕм те çĕлеме ĕлкĕрнĕ. Хитререх пултăр тесе çипписене тĕрлĕ тĕспе сăрланă. Пулас пăхаттирсем ан шăнччăр тесех урайне сармаллине те хăйех ăсталанă. Çулĕсем шултăраланса пырсан та (январьте 74 çул тултарнă) Мария Никифоровна стан умне ларма пăрахман. Хальте хăйĕн кăмăлне йăпатмашкăн, чунне уçмашкăн ăсине вылянтарать кăна. Тĕртнĕ пир тăрăхĕсене тăванĕсене, килен хăнасене, выльăх пăхнă çĕрте пĕрле ĕçленисене парнелет.

– Йывăç кĕпесене (пир кĕпене Сăкăтсем çапла калаççĕ. – авт.) паян та юратсах тăхăнатăп. Унчченхисемех пулсан та лайăхах тăраççĕ. Кÿршĕ куммапа – Лидия Ивановна Артамоновапа – ăмăртмалла тенĕ пек пир тĕртеттĕмĕр. Хăнăхнă ĕç патне паян та алă пырать. Саппун аркине йăваласа лариччен тесе стан умне ларатăп, – тет сăпайлăн Маня аппа.

Çÿпçине кура – хупăлчи. Иван Александрович та икĕ алла усса çÿреме юратмасть. Вăл хăйĕн пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнă. Бригадирта, агрономра (18 çул), çĕр йĕркелÿçинче тăрăшнă. Каярахпа куç курманнисен Патăрьелĕнчи обществине ертсе пынă.

Шăкăл-шăкăл калаçса кун кунлаççĕ Глуховсем. Ачисем сывă, мăнукĕсем тĕреклĕ пулнăран чунĕсем савăнаççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика