02 февраля 2013 г.
Январĕн 1-мĕшĕнчен пурлăх налукĕсем ÿснĕ:
– 300 пин тенкĕрен 500 пин тенкĕ тăракан пурлăхшăн 0,2 – 0,3 процент хăпарнă (тĕслĕхрен, хваттер пуçне 350 тенкĕ);
– 500 пин тенкĕрен хаклăрах пурлăхшăн – 0,5-0,6 процент (640 тенкĕ);
– 1 млн тенкĕрен хаклăрах хваттершĕн 0,75 процент ытларах тÿлеме тивет, малтанхи çулсенче вăл 0,5 процентпа танлашнă.
Январĕн 1-мĕшĕнчен транспорт налукĕ те хăпарнă:
– 70-100 лаша вăйĕ туртакан автомобильсемшĕн налук ставки 12 тенкĕпе танлашать, унччен вăл 11 тенкĕ пулнă;
– 100-125 лаша вăйĕ пур машинăшăн – 25 тенкĕ, унччен вăл 20 тенкĕ пулнă;
– хăватлăхĕ 125-150 лаша вăйĕпе танлашакан автомобильсемшĕн налук ставки 30 тенкĕрен 35 тенке çитнĕ.