10 сентября 2014 г.
РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинче следстви пайĕ май пур таран район халăхне тỹрремĕнех аслă шайри ертỹçĕсемпе тĕл пулса калаçмалли майсем туса парать.
Сентябрĕн 12-мĕшĕнче _ çакнашкал тепĕр самант. Хăвăра кăсăклантаракан ыйтусемпе 10.30 пуçласа 12.00 сехетчен Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи 29-мĕш çурта ("Юхма" хăна çурчĕ) килме пултаратăр. Эсир унта республикăри следстви комитечĕн ертỹçин çумĕпе, юстици полковникĕпе А.Г. Митинпа курса калаçаятăр. Тĕл пулăва килме маларах (83532) 6-19-47 номерлĕ телефонпа çырăнма пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)