10 сентября 2014 г.
Совет Союзĕн виççĕ-мĕш космонавчĕн 85 çулхи юбилейне сумлă палăртма сентябрĕн 5-мĕшĕнче ăçтан кăна килсе çитмерĕç-ши çĕр-шывĕпех палăрнă чăваш ялне: Мускавран _ тĕнче уçлăхĕн паттăрĕсем, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕсем Петр Климук генерал-полковник, Алексей Леонов генерал-майор, Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Соловьев, Раççей Геройĕсем Олег Новицкий, Юрий Батурин тата Андриян Григорьевичпа Валентина Владимировна хĕрĕ Елена Андрияновна Терешкова мăшăрĕпе, ывăлĕпе, тăванĕсемпе. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен делегацисен йышĕнче вун-вун хăна пулчĕ. Вĕсен йышĕнче хамăр республика ертỹлĕхĕ, тĕрлĕ шайри депутатсем, шкулта вĕренекенсем, çамрăк космонавтсен отрячĕсен хастарĕсем...
Хăнасене Андриян Николаев космосра пĕр-ремĕш хут пулнă хыççăн çĕкленĕ палăк умĕнче кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн сад территорийĕпе хывнă аллейăпа музей çурчĕ умĕнчи лапама тухиччен темиçе тĕлĕнтермĕш кĕтрĕ хăнасене. Чи пĕлтерĕшли _ Совет Союзĕпе Раççей космонавчĕсен сăн ỹкер-чĕкĕсен галерейи. Тавралла вырнаçнă мониторсенче Андриян Григорьевичăн икĕ вĕçевĕнчи, çемьери, ĕç-хĕлĕнчи сюжетсем пĕр-пĕрне ылмаштарса пычĕç, космоса тата космонавтсене халалланă юрăсем янăрарĕç. Тỹпере _ çăмăл самолет. Летчик тĕрлĕ фигура туса халăха тĕлĕн-терчĕ.
Савăнăçлă митингра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те ачаранах Андриян Григорьевичран тĕслĕх илнине, унпа мăнаçланнине пĕлтерчĕ, унăн сăнарĕ, ячĕ яланах халăх асĕнче упраннине çирĕплетрĕ.
Михаил Васильевич пурне те мухтавлă ентешĕмĕр пек пулма, унран тĕслĕх илме, тăван республикăмăршăн тăрăшса ĕçлеме-пурăнма ырă сунчĕ. Елена Андрияновна калани те пил евĕр илтĕнчĕ: "Атте хăйĕн тăван кĕтесне питĕ юрататчĕ, уншăн çав тери тунсăхлатчĕ, тăван чĕлхене питĕ хисеплетчĕ...".
Олег Новицкий, Алексей Леонов, Петр Климук космос паттăрĕсем, Ю. Гагарин ячĕллĕ космонавтсене хатĕрлекен центрăн ертỹçин пулăшуçи Виктор Плакида тата ыттисем хăйсен ĕçтешĕ тата пирĕн ентешĕмĕр, çавăнпа пĕрлех чăваш халăхĕ пирки нумай ăшă сăмах каларĕç.
Нумай мероприяти иртнĕ çак кун. Вăл шутра _ йăлана кĕнĕ спорт эстафети, "Сĕнтĕрвăрри-Шуршăл" агитчупу, шкул ачисен чи лайăх сочиненийĕсен, сăввисемпе ỹкерчĕкĕсен конкурсĕ, шахматистсен тупăшăвĕ тата ытти те. Уяв вĕçленнĕ чухне вĕсен çĕнтерỹçисене сумлă хăнасем чысларĕç.
Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн çуралнă кунне халалласа К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх академи драма театрĕнче ирттернĕ уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, хĕрĕ Елена Терешкова-Николаева, ĕçтешĕсем, юлташĕсем, тăванĕсем, ăна юратса хисепленĕ çынсем йышлăн пухăнчĕç.
_ Паян чăваш халă-хĕшĕн, республикăшăн чăннипех те паллă кун. Ентешĕмĕре хисеплесе кунта килнĕ çынсем _ Андриян Григорьевичăн юлташĕсем космонавтсем, çывăх тăванĕсем _ уяв кăмăлне тата та ытларах çĕклеççĕ. Виççĕмĕш космонавт чăваш çĕрĕнче çуралса ỹснĕшĕн мăнаçланатпăр. Вăл пурнăçа амăшĕ вĕ-рентнĕ пек тỹрĕ пурăнса ирттернĕ. Ĕçченлĕхĕпе, маттурлăхĕпе, вашаватлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе ялан палăрса тăнă. Унăн ви-лĕмсĕр ятне ылтăн сас паллисемпе тĕнче космос историне çырса хунă. Çутă сăнарĕ ĕмĕр халăх асĕнче, ентешĕсен чĕрисенче упранĕ, _ терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява уçнă тата пухăннисене саламланă май.
Ентешĕмĕрпе пĕрле ĕç-ленĕ космонавтсем Андриян Григорьевичпа çыхăннă чылай саманта аса илчĕç. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн уçлăхалла выртнă çулĕ такăр пулманнине экран çинче пĕрин хыççăн тепри улшăнакан кадрсем, сăн ỹкерчĕксем туллин çирĕплетрĕç. Тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн сахал мар вăй хума тивнĕ унăн. А. Николаевăн мухтавлă ĕçĕ-хĕлĕ нихăçан та манăçмĕ. Ăна малалла тăсакансем ỹссех пыраççĕ.
Космонавтсене хатĕрлекен Ю.А. Гагарин ячĕллĕ ăслăлăх тĕпчев центрĕн пуçлăхĕн пулăшуçи Виктор Плакида ЧР Пуçлăхне М. Игнатьева тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне Ю. Попова космос ĕçне аталантарма пысăк тỹпе хывнăшăн Хисеп паллисемпе чысларĕ.
Уява концерт малалла тăсрĕ. "Хыпартан".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)