АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавта халалласа

10 сентября 2014 г.

 Кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ, СССР летчик-космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнĕ пулĕччĕ.

Андриян Николаев _ чăваш хресчен ывăлĕ. Виççĕмĕш космонавт ĕçчен те пултаруллă халăха чапа кăларчĕ.

Андриян Григорьевич пĕрремĕш хут вĕçевре Павел Романович Поповпа тăватă талăк пулнă. Çакнашкал космос карапĕ çинче унашкал вăхăт паянхи кунччен те никам та пулман. А. Николаев "Восток-3"пе 1962 çулхи август уйăхĕнче çăлтăр пиччĕшĕпе уçлăха çĕкленнĕ. Унтан Çĕр çине космонавт паха сăнавсемпе таврăннă.Космонавт çуралнă кун тĕлне районти ача-пăча библиотекинче "Çул _ çăлтăрсем патне" кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Унта Андриян Григорьевичăн ача чухнехине, çитĕннĕ тапхăртине, çамрăклăхне, Чăваш Ен тата Раççей геройĕн паттăрлăхне кăтартакан литература пур. Кĕнекесем патриотизм майлă воспитани парас, тăван çĕр-шыва, атте-аннене, çут çанталăка юратас туйăмсене çуратма пулăшаççĕ.

А. Иголкина библиотекарь Сĕнтĕрвăрринчи библиотекăра хатĕрленĕ "Шуршăл _ космос _ Шуршăл" электронлă презентаципе паллаштарчĕ. "Шуршăл çăл куçĕсем", "Паттăрлăх летопиçĕ", "Космонавтика музейĕ", "Фотогалерея", "Библиография" _ çак пайсем пурте космонавт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне туллин çутатса параççĕ.

Андриян Николаев _ паттăрлăх кăтартма пултарнă чăн-чăн харсăр çын пулнă. Унăн ячĕ этемлĕхĕн асĕнче пуçласа космоса çул хывма пултарнисен йышĕнче çырăнса юлчĕ. Хăйĕн пурнăçне космонавтика аталанăвне панă, нумай çул наука тата общество ĕçĕ-хĕлне явăçнă А. Николаев çĕр-шыва çеç мар, пĕчĕк Чăваш Ене те мухтава кăларчĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика