АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республики: цифрăсен чĕлхипе

10 сентября 2014 г.

 .Йывăр лару-тăрăва лекнĕ пулас ача амăшĕсене медицинăпа социаллă, психологи, юридици тĕлĕшĕнчен пулăшма хĕрарăмсен консультацийĕсен базинче 7 центр уçнă. .Хĕрарăмсен хырăм пăрахасси пĕлтĕр, 2011 çултипе танлаштарсан, 31,2 процент чакнă.

.2012-2013 çулсенче ача çуратнă чухне амăшĕ вилнĕ тĕслĕх пĕрре те пулман (2011 çулта _ 1 тĕслĕх).

.Пĕлтĕр 18 çултан аслăрах çынсем хушшинче пĕрремĕш хут инвалида тухасси, 2011 çултипе пăхсан, 9,7 процент сахалланнă. Кăтарту Раççейринчен те, Атăлçи федераци округĕнчен те пĕчĕкрех.

.Ĕçлеме пултаракан çынсен инвалида тухасси 2013 çулта, 2011 çултипе танлаштарсан, 6,3 процент сахалрах.

.Инвалидсен сывлăхĕ лайăхланасси иртнĕ çул 48,8 процент пулнă (2011 çулта _ 3,2 процент). .2013 çулта сывлăхĕ реабилитациленнĕ инвалидсен шучĕ 5,4 процентпа танлашнă (2011-мĕшĕнче _ 3,1).

.Врачсен пĕтĕмĕшле практикин тивĕçтерĕвĕпе усă курасси 2014 çул пуçламăшĕ тĕлне _ 87,9, вăл шутран ялсенче _ 97 процент ỹснĕ.

."Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, республикăра сывлăх 6 центрĕ, унтан 2шĕ ачасен, уçнă. Вĕсенче çуллен 48 пин ытла çынпа ачана тĕрĕслеççĕ. Центрсемпе тата ытти медицина организацийĕсемпе диетологи 3 центрĕ тачă çыхăну тытать.

.44 медицина организацийĕнче амбулатори хирурги ĕçне йĕркеленĕ, вăл шутран амбулаторипе хирургин 5 центрĕ (пĕри ача-пăчан). 2013 çулта вĕсенче 130,1 пин операци тунă, çакă 2012 çултинчен 9,9 процент ытларах.

.Медицина инфраструктурине реабилитацилени 3 çулта пациентсене 2 хут ытла йышăнма май панă.

.2013 çулта специалист сертификатне илнĕ врачсен шучĕ 97,7 процент ỹснĕ (2011 çулта _ 96,1 процент). Вăтам медицина ĕçченĕсен 97,1 проценчĕн ятарлă сертификат (2011 çулта _ 98 процент) пур.

.Республикăра пурăнакан арçынсен 46,6 проценчĕ, хĕрарăмсен 12,6 проценчĕ пирус туртать. Çакă Раççейринчен 13,6 тата 12,6 процент пĕчĕкрех (Раççейри арçынсен _ 60,2, хĕрарăмсен 21,7 проценчĕ туртать).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика