10 сентября 2014 г.
Юлашки вăхăтра çанталăк çумăрлă тăчĕ пулсан та иртнĕ шăмат кун хĕвелĕ хăйĕн ăшшине çĕр çине ачашшăн сапаларĕ. Кунĕ район администраци пуçлăхĕн, "Авангард" хаçат призĕсемшĕн тата республикăра октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче йĕркелекен "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форума халалланă çăмăл атлетсен эстафета ăмăртăвне ирттермешкĕн ятарласа суйласа илнĕ пекех пулчĕ. Халăх та "Паттăр" стадиона туллиех пухăнчĕ.
10 сехет те 30 минут. "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов ушкăнсем старта тăма хатĕррине пĕлтерсе район администраци пуçлăхне Н. Глухова тата "Авангард" хаçатăн тĕп редакторне С. Перепелкина рапортларĕ. Çакăн хыççăн Николай Ивановичпа Святослав Алексеевич спортсменсене ăнăçупа çĕнтерỹ сунчĕç.
Старта малтан ветерансем _ В. Салмин, Н. Григорьев, Н. Ларионов, А. Иванов _ тăчĕç. Вĕсем çулĕсене кура мар хастарри пурне те тĕлĕнтерчĕ. 400 метрлă дистанцие кукаçи-асатте ятне тивĕçнисем çăмăллăнах парăнтарчĕç. Кунта чи маттурри Тури Туçари В. Салмин пулчĕ. Валерий Иванович 70 çула çывхарать пулсан та кашни кунах чупма тухать. Куллен ỹт-пĕве пиçĕхтернин усси куç кĕретех!
Унтан ăмăртăва пулас спортсменсем тухрĕç. Шкул çулне çитменнисем нумайăн пулнăран ăмăртăва икĕ этаппа йĕркелерĕç. Ачасем чупнине пăхса тăма вара пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ. Пĕчĕкскерсем çĕнтерессишĕн чун-чĕререн тăрăшрĕç. Вĕсене воспитательсем юнашар чупса хавхалантарса пычĕç. Спортра яланах вăйли çĕнтерет. Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садне çỹрекенсем финиша малтан çитрĕç. Вĕсем хыççăнах Первомайскисем кĕчĕç. Виççĕмĕш вырăна Патăрьелĕнчи "Утмăл турат" садика каякансем тухрĕç.
Кĕçĕн класра вĕренекенсен 200 метрлă дистанцие парăнтарма тиврĕ. Пурĕ 15 команда хутшăнчĕ. Ăмăртура Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсене çитекен пулмарĕ.
Вăтам пĕлỹ паракан учрежденисенче ăс пухакансем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартма тăрăшрĕç. Çамрăксенче юн вĕресе тăни тỹрех сисĕнет. Ачасем стартранах пăлан пек тапса сикрĕç. Хăйсен çулĕ çинче тĕл пулакана ним те мар таптаса каяссăн туйăнчĕ. Пĕрле вĕренекенсем пĕр-пĕрне хавхалантарма та манмарĕç. Пьедесталăн чи çỹлти картлаçĕ çине Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулăн спортсменĕсем тăчĕç. Иккĕмĕш вырăна _ Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ, виççĕмĕшне Пăлапуç Пашьелĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсен ачисем йышăнчĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен командисем те лайăх ăмăртрĕç. 19 команда хушшинче чи вăйлисем Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта ăс пухакансем пулчĕç.
Хĕр арăмсен командисем хушшинче те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулта ĕçлекенсем ăнăçлă ăмăртрĕç. Пуçламăш пĕлỹ паракан учрежденисенчен Упамсасен ушкăнĕ _ чи вăйли.
Çавăн пекех старта предприяти-организаци ĕçченĕсем те тăчĕç. Кунта çĕнтерỹçĕ ятне район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн, организаципе контроль тата кадрсен пайĕн, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин работникĕсем малти вырăнсене тивĕçрĕç.
Учительсенчен Первомайскинчи, Ыхра Çырминчи, Нăрваш Шăхалĕнчи шкулсенче вĕрентекенсем вăйли палăрчĕ.
Районта 19 ял тăрăхĕ, анчах район администраци пуçлăхĕн тата "Авангард" хаçат призĕшĕн иртнĕ эстафетăна 6 поселени кăна (Аслă Чемен, Çĕньял, Нăрваш Шăхаль, Первомайски, Ыхра Çырми, Тутар Сăкăт) хутшăнчĕ. Ыттисем мĕнле сăлтавсене пула килеймен-ши? Ăмăртура çĕнтерỹçĕ ятне Çĕньялсем тивĕçрĕç. Вĕсем хыççăнах финиша Аслă Чеменсемпе Первомайскисем кĕчĕç.
Ял тăрăхĕсен хутăш командисенчен Аслă Чеменсен, Туçасен, Нăрваш Шăхальсен ăнăçлă ăмăртрĕç.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)