АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлĕсене ирĕке яраççĕ

10 сентября 2014 г.

Нумай та пĕтет, сахал та çитет, теççĕ. Анчах çак нумаййине тума, сахаллине перекетлеме вĕрентмелле-çке пирĕн çитĕнекен ăрăва. Кĕçĕннисене аслисен тĕслĕхне мала хума хăнăхтармалла. Паян çурăм хыçне сумкка çакса шкула утакансемех çулсем иртсен хăйсем те вырăнта ĕçлекен яваплă çынсем пулĕç. Маларах аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем хăйсене савăнăç кỹнĕ самантсене манмĕç вĕсем. Сăмахăма мĕншĕн пуçарас терĕм-ха çакăн пирки. Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ирттерекен савăнăçлă уява хутшăнма тỹр килчĕ. Туçари вăтам шкула "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи В. Кузнецов пырса çуллахи каникул вăхăтĕнче кооператив ĕçне явăçнă ачасене тата вĕрентỹ çурт-не сумлă пулăшу кỹчĕ. Пысăк-и вăл парни, пĕчĕк-и _ пĕлтерĕшĕ унта мар. Хуçалăх ĕçĕнчен самантлăха уйрăлса Валерий Леонидович кооперативра вăй хуракансен ачисем çỹрекен пĕлỹ çуртне çитсе ыр кăмăл кỹме май тупрĕ. Ялта иртекен ытти мероприятисенче те пулăшма хатĕр вăл. Унта та кооператив ĕçне çỹрекенсемех канаççĕ, савăнаççĕ-çке. Çакнашкал кăмăлĕсене ирĕке яракансем пирки тата та çырса кайма пулать. Çĕнĕ Ахпỹртри фермер хуçалăх ертỹçи Е. Мартышкин пĕлỹ çуртне такăр сукмак хывнă. Тулли мар яваплă "Булат" пĕрлешỹн директорĕн çумĕ З. Сабитов та Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкула пушă алăпа килмен.

Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер вара кăçал пĕрремĕш класа пынă 12 ачана вĕренỹ хатĕрĕсем тултарнă сумккасем çактарса ярса савăнтарнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Айбетов 5 футбол туппи панă. М. Шакиров ỹнерçĕ яла сăнлакан ỹкерчĕк парнеленĕ.

"Единая Россия" парти ячĕпе О. Федоров усламçă Алманчăри вăтам шкула спорт инвентарĕсем панă тата ытти те. Çакнашкал ырĕ тĕслĕхсене нумай илсе кăтартма пулать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков çулленех шкулсене мĕн чухлĕ парне кỹрет! Туçари вăтам шкул выпускникĕ Г. Гисметдинов вĕренỹре тăрăшуллисене ятлă стипендисем парать. Акă камсенчен тĕслĕх илмелле ыттисен!

А. ИВАНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика