АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ÇĂКĂР" МУЗЕЙ çИРĕМРЕ

10 сентября 2014 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейне йĕркелесе уçнăранпа 20 çул çитрĕ. Çак кун музей ĕçченĕсем "Музее _ çемьепе" уçă алăк кунне йĕркеленĕ. Наталья Румянцева экскурсовод килекенсене музей историйĕпе паллаштарнă. Шкул ачисем вара ĕçченсене юбилей ячĕпе саламласа юрă-сăвă парнеленĕ, экспонатсемпе кăсăкланнă.

Музей çулсерен анлăланса та пуянласа пыни куç умĕнче. Ăна çăкăр туса илекенсене халалланă. Уçассине В.Я. Киданов таврапĕлỹçĕ йĕркеленĕ. Виталий Яковлевич район историне асра хăварас тесе чылай вăй хунă, кашни яла çитсе экспонатсем пуçтарнă. Вăл тăрăшни сая каймарĕ _ кунти кашни япала хăйне евĕр кăсăклă. Паян кунта 8800 экспонат. 2010 çулта юнашар паллă писатель ентешĕмĕр А. Талвир çуртне куçарса вырнаçтарнă. Тата тепĕр çул картишĕнче унăн бюстне лартнă.Музейра ултă пỹлĕм. Вĕсене кашнине район историйĕпе çыхăнтарса йĕркеленĕ. Кунта чăваш çыннин ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем, тум тирпе çи-пуçĕ, савăт-сапи аваллăха аса илтереççĕ.

20 çул хушшинче кам кăна пулса курман-ши кунта! Çав шутра хуласемпе ялсенчен, ют çĕр шывсенчен района килнĕ хăнасем те. Çакна кунти альбомсемпе сăн ỹкерчĕксем, тав çырăвĕсем палăртаççĕ. В. Маллинапа Н. Румянцева ĕçченсем çĕнĕрен те çĕнĕ стендсем, тĕрлĕ курав йĕркелесех тăраççĕ, шкул ачисене Тăван ен историне, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине вĕрентекен уроксем, конкурссемпе викторинăсем ирттереççĕ. Унсăр пуçне кунта "Çеçпĕл хунавĕ" кружок ĕçлет. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вĕренекенсем çỹреççĕ. Уроксем хыççăн вĕсем Тăван ен культурине тĕпчеççĕ, тĕрлĕ мероприятие хатĕрленеççĕ.

Шел те, "Çăкăр" музей çурчĕ кивелсех пырать. Çакă Шупашкартан паллă пулăмсене халалланă куравсене илсе килме чăрмантарать. Кунти ĕçченсем район пуçлăхĕсем музея çĕнетме пулăшассине шанса тăрăшса ĕçлеççĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика