АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмансенче _ çĕнĕ йышши сăтăрçă

10 сентября 2014 г.

Пĕлтĕр кăна-ха республикăна вăрман сăтăрçисенчен пĕри _ Çĕпĕр шелкопрячĕ текенни çитме пултарать тесе асăрхаттарнăччĕ Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем. Уйрăмах пушарсене пула шар курнă вăрмансенче хăрушлăх пысăккине палăртнăччĕ.

Пĕр шутласан, ятне пăхсан ку мур пирĕн тăрăха çитессине ĕненес килмест. Ара, ăçта Çĕпĕр те, ăçта Чăваш Ен. Анчах та кỹршĕллĕ Мари Республикинче çак сăтăрçа тахçанах асăрханă. Киров облаçĕнче те асăннă хурт-кăпшанкă тĕлĕшпе карантин фитосанитари режимне çи-рĕплетнĕ.

Çак тата ытти сиен кỹрекен хурт-кăпшанка тупса палăртас тесе республикăра çулсерен 500 гектар таран вăрман лаптăкĕсене феромон капкăнĕсем лартса тĕпчеççĕ. Ку таранччен чăвашра Çĕпĕр шелкопрячĕ тĕл пулманччĕ-ха. Анчах та кăçал Сосновка участок лесничествинче феромон капкăнне çакланнă.

Сăмах май, асăннă управлени специалисчĕсем çулсерен вăрмансенче çавнашкал капкăнсем лартса хăварса вырăнти лару-тăрăва уçăмлатаççĕ. Çапла хăш-пĕр районта йывăçсене лубоед тата усачсем тапăннине пĕлме май килнĕччĕ.

Вăн, Çĕпĕр шелкопрячĕ те çитнĕ. Ара, 12 çухрăм инçете вĕçме пултараççĕ-ха та вĕсем. Паллах, ку йышши хурт-кăпшанка сарăлма парас мар тесе çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăннă.

Çак сăтăрçă лăсăллă йывăçсене кăмăллать. Уйрăмах Алтайра, Çĕнĕ Çĕпĕр, Кемĕр, Томск, Иркутск облаçĕсенче тата Красноряск крайĕнче шар кăтартнă лаптăксем чылай пулнă. Çапах та _ сăмахран, Якутире, Хакасире тата Тувара _ çулçăллă йывăçсене те тиркемен. Унăн йышлăхĕ ỹснĕ вырăнта лăсăллă йывăçсем пĕтме пуçлаççĕ, хуппи тĕпренме тытăнать. Çавна май çĕр патне 2 хут ытларах хĕвел çути çитме пуçлать те курăксем вăй илеççĕ. Унччен вĕсене йывăçсем ỹсме чăрмантарнă. Курăксем çăралсах пыраççĕ, йывăç юлашкийĕсем çĕртен нỹрĕк туртса илмеççĕ. Çапла майĕпен шурлăх пулса каять. Йывăç вуллисем çĕреççĕ те çав лаптăксенче иртсе çỹреме йывăрланать.

Иртнĕ çĕр çулта Çĕпĕр шелкопрячĕ 13 млн. гектар тайга вăрма-нĕсене пĕтернĕ. Çакă ытти хурт-кăпшанкăсем пĕрле шар кăтартнă калăпăшран 5 хут нумайрах!

Ку _ сарă-хăмăр е сăрă-хура тĕслĕ пысăк лĕпĕш. Малти çунаттисем çинче тĕттĕмрех йĕрсем асăрхама пулать. Кашни çунатти çинчех варринче шурă пысăк паллăсем пур, хыçалти çунаттисем пĕр тĕслĕ пулаççĕ.

Çăмартисене лăсă çинче хăвараççĕ, хунасах кайсан çăмартисене типĕ туратсем, курăксем тата ытти çĕрте курма пулать. Вĕсем 13-15 кунран аталанса çитеççĕ.

Хурчĕсем тĕрлĕ тĕслĕ пулаççĕ: сăрă, хăмăр е çавăн йышши пекрех. Июль уйăхĕнче лĕпĕшсем вĕçсе тухаççĕ.

Патшалăх аслă инспекторĕ Елена Покровская çирĕплетнĕ тăрăх, Çĕпĕр шелкопрячĕ республикăна вăрман продукцийĕпе те лекме пултарнă.

Çỹлерех çырса кăтартнă пек хурт-кăпшанкă куç тĕлне пулсан специалистсемпе çыхăнма ан ỹркенĕр. Маларах тупса палăртни унпа тухăçлă кĕрешме пулăшать.

Надежда ВАСИЛЬЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика