13 сентября 2014 г.
РАЙОНТА тăтăшах тăнăç пурнăç пултăр тесен пур çĕрте те йĕрке кирлĕ. Вăл шутра çул çинче те. Юлашки вăхăтра пĕтĕм çĕр-шывĕпех çулсем çинче ачасемпе çыхăннă инкексем тăтăш тĕл пулма тытăнчĕç. Шăпăрлансем скутер çине çул-йĕр правилисене пĕлмесĕрех ларнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çинчи хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас тĕллевпе тăтăшах ятарлă рейдсем йĕркелет. Çурла уйăхĕнче çеç пирĕн инспекторсем тăватă рейд иттерчĕç. Вĕсем вара тĕрлĕрен темăпа çыхăннă: "Асăрханăр - ачасем!", "Çуран çỹрекен", "Автобус", "Ỹсĕр водитель". Çавăнпа та çула тухакан водительсен те, çуран çỹрекенсен те пĕтĕмĕшле йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Ун чухне кăна инкек-синкекрен сыхланма пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)