13 сентября 2014 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра 2015 çул валли хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр пырать. Шутлă кунсем хăвăрт иртеççĕ. Çавăнпа та районта тухса тăракан пĕртен-пĕр "Авангарда" çырăнассине кайран-кая хăварса ан пырăр. Çитес çур çулта та "чун апачĕ" кашнийĕн сĕтелĕ çинче вырттăр.
Ара, хамăр тăрăхри хыпар-хăнара пĕлмесĕр епле пурăнăн-ха? Хакĕ хальхи пекех: почта урлă - 349 тенкĕ те 8 пус, киоск урлă - 150 тенкĕ. Тăван хаçатăмăр сирĕн тусăр пуласса шанатпăр!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)