13 сентября 2014 г.
Федерацин налук службин республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх _ кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче Чăваш Енре мĕн пур шайри бюджетсене налук органĕсем администрацилекен тỹлевсене 23,3 млрд тенкĕ ытларах хывнă. Çак виçе ỹсĕмлĕ: пĕлтĕрхи асăннă тапхăртипе танлаштарсан _ 104,9 процент.
Федераци бюджетне 7,8 млрд тенкĕ пухнă, е _ 2013 çулхи çак тапхăртин 110 процент чухлĕ. Ку укçан тĕп пайĕ хушма хакран илекен налукран пухăннă _ 91,6 процент. Территори бюджетне 15,5 млрд тенкĕ кĕнĕ _ ỹсĕм 2,6 процентпа танлашнă. Çав шутра республика бюджечĕн тỹпи _ 12,3 млрд тенкĕ ытларах, пĕлтĕрхи кăрлач-çурла уйăхĕсенчипе шайлаштарса пăхсан çак укçа 6,6 процент хушăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)