13 сентября 2014 г.
Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта тăватă ыйту пăхса тухнă.
"Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕн ĕçлĕ программине тата ăсталăх сехечĕсене Чăваш Енрен хутшăнакан спортпа педагогика общественноçĕ пирки ЧР физкультурăпа спорт министрĕ С. Мельников пĕл-тернĕ.
Спорт форумĕ иртнĕ кунсенче шурă халатлисем те сыхă тăрĕç, вăхăтра медицина пулăшăвĕ парĕç. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ А. Самойлова каланă.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А. Ладыков спорт форумĕ вăхăтĕнче Пĕтĕм тĕнчери хăвăрт утакансен кунне тата спортсменсен парадне йĕркелесси пирки чарăнса тăнă.
Чăваш Республикин Суту-илỹпе промышленноç палатин президенчĕ И. Кустарин тĕп хулара "Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе малашлăх" спорт индустринчи çитĕнỹсен куравне йĕркелесе ирттерессипе паллаштарнă.
Канашлура çавăн пекех ытти ыйтусене те хускатнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)