АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленеççĕ çуртсем

13 сентября 2014 г.

Районта нумай хваттерлĕ çуртсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленеççĕ. Вĕсене тунă çĕрте 2008 çулта йĕркеленнĕ тулли мар яваплă "Энергострой" пĕрлешỹ те тăрăшать. Унăн ертỹçипе И. Маковпа çурт-йĕр ыйтăвне çĕклерĕмĕр.

_ Ирек Морзиянович, район центрĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем нумайлансах пыраççĕ. Пĕринчен тепри хитререх, хăтлăрах. Вĕсене туянакансем пур-и?

_ Патăрьел куç умĕнче хитреленсе пырать. Çакăнта строительсен тивлечĕ те пур. Нумай хваттерлĕ çуртсем çĕкленнĕçем çĕкленеççĕ, вĕсене туянакансем те пур. Куçман пурлăх хăйĕн хакне нихăçан та çухатмасть. Халь нумайăшĕ пухнă укçана йỹнетес тата çухатас мар тесе хваттерсем, пỹлĕмсем илсе хураççĕ. 2008 çулхи кризис вăхăтĕнче пĕр самантлăха, чăнах та, çуртсем йỹнелнĕччĕ, анчах хаксем хăвăрт хăпарчĕç. 5 çул каялла кăна хваттерсен пĕр тăваткал метрĕ 12 пин тенкĕ тăратчĕ, кăçал 27 пин тенкĕпе танлашрĕ. Çавăн пекех çынсем кивĕ çуртсенчи хваттерĕсене сутса çĕннисенче туянма тăрăшаççĕ.

_ Эсир тăвакан çуртсем киввисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

_ Пурнăç улшăннă май строительство материалĕсем те çĕнелсе пыраççĕ. Эпир те самана таппинчен юлас мар тетпĕр, хальхи вăхăтри материалсемпе усă куратпăр. Хваттерсенче коммуникацин пĕтĕм çăмăллăхĕ пур.

_ Хваттерсене пая кĕрсе тутаракансене эсир сĕнекен проект килĕшмесен мĕн тăватăр?

_ Пулас хваттер хуçисен кăмăлĕсене яланах шута илме тăрăшатпăр. Пỹлĕмсене вĕсене килĕшнĕ пек вырнаçтаратпăр, урайне ăшăнмалла тăватпăр. Патшалăх программипе хута каякан хваттерсене йышăнакансене тỹрех кĕрсе пурăнмалла условисемпе, обойсем çыпăçтарсах туса паратпăр. Ыттисене валли те тăкакланмалли сахалрах хăварма тăрăшатпăр.

_ Ирек Морзиянович, "Энергострой" пĕрлешỹре тăрăшакансене район территоринче кăна курма пулать-и? Патăрьелĕнчи хăш урамсенче эсир тунă çуртсем пур?

_ Хальхи вăхăтра строительсем Киров урамĕнче нумай хваттерлĕ çурт тăваççĕ. Çавăн пекех Мир, Комаров, Киров, Ленин урамĕсенче "Энергострой" пĕрлешỹре тăрăшакансен вăйĕпе çĕкленнĕ çуртсем пур. Çавăн пекех эпир Комсомольски тăрăхĕнче те ĕçленĕ. Çурт-йĕр çĕкленисĕр пуçне шалти юсав тата илемлетỹ ĕçĕсене пурнăçлатпăр.

О. ПАВЛОВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика