АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсене ĕçпе тивĕçтернĕ

17 сентября 2014 г.

 "РАÇÇЕЙ Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси пирки" Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ятарлă программăпа усă курса ĕçлеме пултаракан инвалидсене, инвалид ачасен ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшать. Кăçал пирĕн районта 2-мĕш тата 3-мĕш ушкăнри виçĕ инвалида ĕçе вырнаçтарнă. "Труд" ял хуçалăхĕ 3-мĕш ушкăнри инвалида хуралçа илнĕ. Кунта ăна ĕçлемелли майсем туса панă. Çавăн пекех 3-мĕш ушкăнри инвалид В. Симуков предприниматель патĕнче вăй хурать. Ун валли ятарлă çĕвĕ машини, меллĕ утюг, сĕтел тата пукан туяннă.

Сăмах май каласан, патшалăх сусăрсене валли ĕç хатĕрĕсем илме субсиди парса пулăшать. Паянхи кун тĕлне икĕ çыншăн 60 пин тенкĕ уйăрнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика