АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăсма никама та ирĕк паман

17 сентября 2014 г.

САККУНЛĂХА çирĕплетес, граждансен прависене хỹтĕлес, право йĕркине сыхлакан хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тăрас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ прокуратура ĕçченĕсем. Çавна май район прокуратури тĕрлĕ рейдпа тĕрĕслевсем йĕркелет. Акă, нумаях пулмасть, Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен право йĕркине сыхлас тĕллевпе тĕрĕслев ирттернĕ. Вĕсем "Управдом" пĕрлешỹ администрацийĕ саккуна пăснă тĕслĕх тупса палăртнă. Управляющи компани çынсемпе килĕшсе сỹтсе явмасăрах хваттершĕн уйăхсерен тỹлемелли хака ỹстернĕ. Ку вара çынсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне пăсни пулать. "Управдом" тĕлĕшĕпе административлă ĕç пуçарнă, РФ КоАП 14.6 статйин 2-мĕш пайĕпе айăпласа 50000 тенкĕ штраф панă. Саккуна пăсма никама та ирĕк паман.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика