17 сентября 2014 г.
Илемлĕ чăваш литературин классикне Константин Васильевич Иванова, Тăван çĕр-шыв тата тĕнче культурине питĕ пысăк тỹпе хывнăскере, тата унăн пултарулăх еткерне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма тата 2015 çулта вăл çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май çапла йышăнатăп:
1. Чăваш Республикинче 2015 çула К.В. Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтерес.
2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн çапла тумалла:
Чăваш Республикинче 2015 çула К.В. Иванов çулталăкне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитетне туса хумалла, унăн йышне çирĕплетмелле;
Чăваш Республикинче 2015 çулта К.В. Иванов çулталăкне ирттермелли тĕп мероприятисен планне хатĕрлесе çирĕплетмелле.
3. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, йĕркелỹпе право формине тата харпăрлăх формисене пăхмасăр организацисене Чăваш Республикинче 2015 çулта К.В. Иванов çулталăкне ирттерме хастар хутшăнмашкăн сĕнес.
4. Çак Указ ăна алă пуснă кунран вăя кĕрет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. ИГНАТЬЕВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)