17 сентября 2014 г.
Хирсем майĕпен пушанса пыраççĕ. Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18407 гектар пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 23,2 центнерпа танлашать.
Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹре вырма ĕçĕсене йăлтах вĕçленĕ. Ку хуçалăхра 1053 гектар тыр-пул çитĕннĕ. Ăна кĕске вăхăтра çапса тĕшĕленĕ. Тухăç та аван тухнă: 30 центнер.
Çавăн пекех 334 гектар йышăннă çĕр улми лаптăкĕ те пушаннă. Сăмах май, вăл районта та чи пысăкки пулнă. Тухăç кăçалхи типĕ çулшăн аван: пĕр гектар пуçне 145 центнер. "Иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртнĕ çĕрте виçĕ комбайн (В. Раков, Ю. Осипов, Н. Алимов механизаторсем) тăрăшнă.
Хальхи вăхăтра хуçалăхра тымар çимĕçе сортлаççĕ. Шултăрисене тỹрех сутаççĕ, вĕтĕреххисене вăрлăха хураççĕ. Кăçал çĕр улми Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 1808 гектар йышăннă.
Сентябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне 1328 гектар е мĕн пур лаптăкăн 73,5 процентне кăларнă.
Районта кĕрхи культурăсене акасси малалла пырать. Ĕнерхи кун тĕлне 4519 гектар _ 760 гектар ыраш, 1380 гектар тулă _ никĕсе хывнă. 9107 гектар çĕртме тунă, кĕрхи культурăсене акма 5224 гектар çĕр хатĕрленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)