17 сентября 2014 г.
Шăмат кун "Энергия" стадионта прессăн спорт фестивалĕ _ "Советская Чувашия" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Ăмăртăва спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 3000 ытла çын хутшăннă.
Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г. Николаев космонавт летчика асăнса 76-мĕш хут иртнĕ чупура республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен, спорт ветеранĕсен, çемье, шкул, студентсен, ĕç коллективĕсен командисем тупăшнă. Спорт уявне йăлана кĕнĕ тăрăх ăмăртăва хутшăнакансен парачĕ уçнă. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, РФ Патшалăх Думин депутатчĕ Анатолий Аксаков, "Советская Чувашия" хаçатăн тĕп редакторĕ Вадим Васильев, Олимп чемпионки Елена Николаева тата ыттисем саламланă.
"Çулсеренех йĕркелекен эстафета çынсен чи юратнă ăмăртăвĕ пулса тăчĕ, çавăнпа унта вăй виçекенсен йышĕ те яланах пысăк. Турнир ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, спортпа туслă пулма вĕрентет. Чăваш Енре массăллă спорта аталантарас енĕпе сахал мар ĕç пурнăçланать. Шупашкарта çулталăкне иртекен вун-вун ăмăрту та çак шухăша çирĕплетет. Акă юпа уйăхĕнче иртекен "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форум та республика ят-сумне çỹлерех çĕклеме май парĕ", _ тенĕ Михаил Васильевич.
Яланхи пекех эстафета VIP-чупуран пуçланнă. Старта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, паллă спортсменсем, патшалăх органĕсен ертỹçисем, депутатсем, район пуçлăхĕсем тата ыттисем тухнă. Кăçалхи ăмăрту программи хăйне евĕрлĕрех пулнипе те палăрса тăчĕ: эстафетăна пĕрремĕш хут ятарлă тата коррекци шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăннă.
"Хыпартан".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)