АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслă пулсан

17 сентября 2014 г.

 Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форум иртĕ. Спорт юхăмĕнче пирĕн район тỹпи пысăк. 1952 çултанпа Олимп вăййисене 40 ентеш хутшăннă. Вĕсем 5 ылтăн, 1 кĕмĕл, 6 пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Çỹллĕ тỹпеме хăпарнисен шутĕнче пирĕн районти Ирина Калентьева велосипедистка, Елена Николаева, Александра Деверинская хăвăрт утакан тата ыттисем те пур.

Паян чăваш халăхĕн 35,9 проценчĕ е кашни виççĕмĕш çын сывă пур-нăç йĕркине тытса пыни паллă. Хăйне аван туякан пурнăçа ăнăçтарать, темле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмасть. Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантармалли тĕп çул-йĕрсен стратегине йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн 2020 çул тĕлне спортпа туслисен йышне 40 процента (вĕренỹ заведенийĕсенче _ 80 процента) çитермелле. Чăваш Ен çав программăна пурнăçланăпа пĕрех. Çапах лăпланса лармалли е пуçа каçăртмалли сăлтав мар ку. Физкультурниксен йышне çуллен ỹстермелли майсем çителĕклĕ. Стадионта е пĕр-пĕр секцире киленĕç тупнисем каярахпа юлташĕсене çавăтса пырĕç. Çын сиенлĕ йăласенчен хăтăлни, хăйне çĕнтерме пултарни _ наци управĕпе малашлăхĕн никĕсĕ.

Шăпах çак енсене тĕпе хурса пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшаççĕ те ĕнтĕ Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта. Камран тĕслĕх илмеллисем пур кунта. Хăйсен хуранĕнче çеç пиçнипе лăпланмасть çитĕнекен ăру. Пуçламăш классенченех шкулти секцисене çỹрет, вăл спорт мастерĕн кандидачĕсен нормисене тултарса олимп резервĕсене хатĕрлекен учили-щĕсене çул тытать, вĕсенче ăсталăха туптаса пьедесталсем çине улăхать, каярахпа карьера пусăмĕсемпе хăпарать тата ытти те. Эппин, тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха сывă пурнăç йĕркине çирĕппĕн пăхăнса пыракансем пирки.

_ Спорт витĕр кашни ача, кашни ĕçчен тухать пирĕн коллективра. Сывă пурнăç йĕркине тытса пынăран аслисем хушшинче пирус туртакансем, çитĕнекен ăру йышĕнче каçхине е пушă вăхăтра клуб хыçĕнче сăра ĕçсе çỹрекенсем çук. Вĕрентỹ ĕçченĕсем хушшинче профсоюз райкомĕ ирттерекен çулленхи спартакиадăра яланах малти вырăна тухатпăр. Ку вĕренỹ çулĕнчи пĕрремĕш çитĕнỹпе те савăнмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тата "Авангард" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пынă çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнче шкулти вĕрентекенсен команди каллех çĕнтерỹçĕсен шутне кĕчĕ. Ачасем аслисенчен курса ỹçеççĕ. Кадрсем вырăнта пирĕн. База çителĕклĕ. Иртнĕ çул вырăнти бюджетран спорт оборудованийĕсем туянма 77 пин тенкĕ ятăмăр. Чăваш Ен пуçлăхĕ М. Игнатьев пирĕн тăрăхра чухне район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов шкула тата икĕ велосипед парса хавхалантарчĕ. Мĕнле савăнмăн çаксемшĕн, _ тет вĕрентỹ çурчĕн директорĕ В. Платонова.

Çĕнĕлĕхе малтан ăша хывма пуçăнни те çăмăллăх кỹретех. Республикăри министерство хушăвĕпе килĕшỹллĕн районти пĕр шкул ГТОпа пилотлă проекта хутшăнать. Çакă вĕренỹ учрежденийĕшĕн çеç мар, çитĕнекен ăрушăн та усăллă. Унпа килĕшỹллĕн вĕсем район тулашĕнчи чылай ăмăртăва тухса çỹреме пултараççĕ. Çитĕнỹ тăвакансем вара хăйсен малашлăх çулне хăйсемех уçаççĕ. Иртнĕ çул, акă, Н. Михайлова çуран чупса республика шайĕнче призлă вырăн йышăнчĕ. А. Тукмакован та çитĕнĕвĕ савăнтарать. В. Соколовпа О. Кузьмина, Л. Селиванов олимп резервĕсен училищинче пĕлĕвĕсене малалла тăсаççĕ. Л. Николаевапа В. Афанасьевăн йĕлтĕрпе çитĕнĕвĕсем пысăк. Д. Давыдов, М. Федоров, И. Филиппов кире пуканĕ йăтассипе тата алă вăй виçессипе палăрчĕç. Паллах, хăшĕ-пĕри халĕ ку шкулта мар. Анчах спортри пуçламăш утăмĕсене шăпах çакăнта тунă.

Шкула 180 ача çỹрет. Пуçламăш, вăтам, аслă классем валли ятарлă секцисем пур. Çавна май ăмăртусене икшер команда тăратмашкăн та ачасем çителĕклĕ. Уроксем вăхăтĕнче те, вĕсем хыççăн та, каçхине те, канмалли кунсенче те уçă спорт залĕ. Тренировкăсем палăртнă вăхăтсенче пулаççĕ. Вĕсене ачасем сиктермесĕр çỹреççĕ. Ытти пушă вăхăтра ял çамрăкĕсем те спортзала кĕреççĕ. Вĕсем спортпа çывăх пулни те çитĕнỹсем патне илсе çитерет. В. Бородкин ертсе пынипе акă Йĕпреçри Камайво уйĕнче ял тăрăхĕсенчи çамрăксем хушшинчи ăмăртуран кăçал та иккĕмĕш вырăнпа килчĕç. Ял вăййисен ăмăртăвĕсенчен Шупашкарта хĕр ачасен те, арçын ачасен те командисем каллех иккĕмĕш вырăнпа таврăнчĕç.

_ Ăмăртусене пирĕн кашни класри кашни ачах хутшăнать. Хăшĕ унта мала тухать. Тепри _ шкулта, виççĕмĕшĕ _ районта, ыттисем _ республикăра. Тата спортăн тĕрлĕ енĕ пур-çке. Кам чупассипе, алă вăй виçессипе, тепри велосипедпа ярăнса, йĕлтĕр çине тăрса ăмăртса палăраççĕ. Ăсталăхĕсене кура вара малалла аталанаççĕ, _ тет физкультура учителĕ В. Григорьев. Чĕрĕк ĕмĕр çак ĕçе туса пырса кашни ача, унăн ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕпе аппăшĕ спортра мĕнле утăм тума пултарнине, тунине лайăх ăнланать. Ятарлă пĕлỹ илнĕ физкультура учителĕ предмета вĕрентессине тарăннăн туса пыма тăрăшать, вĕренекенсенчен çирĕп ыйтать. Хăйĕн ыр кăмăллăхне те нихăçан та çухатмасть. Виктор Иванович тăрăшнипех В. Макаров, И. Кошкина, В. Кириллова, Т. Митрофанова, Ю. Николаев тĕрлĕ çул армспортпа республика чемпионĕсем пулчĕç. Районти предмет олимпиадисенче те мала тухаççĕ унăн воспитанникĕсем. Çакă вăл педагог уроксене çỹллĕ методика шайĕнче ирттернипе те çыхăннă. Кашни ача патне уйрăммăн çул тупма пĕлет вăл. Йĕлтĕрпе лайăх ярăнакана лайăхрах инвентарьпе тивĕçтерме тăрăшать. Кире пуканĕ йăтма кăмăллакана е алă виçме ăстаскере ун чухнехи кирлĕ сĕнỹсене парать. Юлашки вăхăтра шкулта авалтан вылянă манăçа тухнă лапта вăййи çĕнĕрен пурнăçа кĕрсе пырать. Тăкакпа çыхăннă вăййа йышлăн хутшăнма пултараççĕ.

Ачасене хавхалантарасси те пур шкулта. Спорта хастар хутшăнакансем уйăхри чи лайăх спортсмен ята тивĕçеççĕ, сăн ỹкерчĕкне пысăклатса коридора çакаççĕ.

Çемьере те кăтартуллă мăшăр, атте Виктор Иванович. Светлана Алексеевнăпа икĕ ача пăхса çи-тĕнтернĕ вĕсем. Хĕрĕ Григорьевсене кукамай-кукаçи те тунă. Ывăлĕ салтак аттине тăхăнса курнă, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Ял хушшинче хисеплĕскерсем вĕсем. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çĕр ĕçĕпе ĕçлеççĕ.

Пурнăç пăрнăçне ачаранах ас тивсе ỹснĕ Виктор Иванович. Амăшĕ пĕчченех çитĕнтернĕ ăна. Амăшĕпе пĕр тăван аппăшĕ Анна Ивановна та ăрăва малалла тăсакан çамрăка чылай кирлĕ канашсем панă. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин участникне хăйсен хỹтлĕхĕнчех пăхса усранă вара Григорьевсем.

Паян Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарассипе тĕслĕх кăтартакан регионсен шутне кĕнĕ. 2013 çулхи кăтартусемпе чи паллă наградăна _ РФ Правительствин спортра пысăк ỹсĕм тунăшăн "Раççей регионĕ" номинацири премине _ тивĕçрĕ. Халиччен ку наградăна пĕр региона та паман. 2012 çулта çĕр-шыв субьекчĕсен массăллă физкультура конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Юлашки çулсенче сывă пурнăçа хăнăхтарасси, çамрăксене хул-çурăма тĕреклетекен, чун хавалне çирĕплетекен секцисене явăçтарасси вăйланни чи малтанах спорт сооруженийĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетнипе çыхăннă.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика