АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем савăнтараççĕ

17 сентября 2014 г.

 Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ лайăх аталанса пырать. Çакна кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур ял хуçалăх категорийĕнче 4545 тонна аш-какай туса илнĕ. Çакă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 111 процент ытларах. Ял хуçалăх предприятийĕсенче кăна 1700,1 тонна хатĕрленĕ (2013 çулхинчен 121 процент нумайрах).

Аш-какай туса илессипе "Юрма" агрохолдинг (чĕрĕ виçепе 1367,5 тонна), "Батыревский", "Первомайск", "Малалла", "Исток" хуçалăхсем аван ĕçленĕ.

Январь-август уйăхĕсенче районĕпе 31318,1 тонна (пĕлтĕрхинчен 102 процент нумайрах) сĕт сунă, вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче _ 4783 тонна. Сăвăм кăтартăвĕ "Батыревский", "Красное знамя", "Исток", "Звезда", "Труд" хуçалăхсенче чи лайăххи.

"Батыревский" пĕрлешỹ пĕр ĕнерен 4264 килограмм, "Исток" агрофирма _ 3841, "Звезда" хуçалăх _ 3763, "Булинская" агрофирма _ 3507, "Красное знамя" кооператив 3351 килограмм сунă. Çавăн пекех Ленин ячĕллĕ агрофирма, "Тойсинская", "Малалла", "Первомайск", "Родина" хуçалăхсенче пĕлтĕрхи шайрах.

Фермер хуçалăхĕсен кăтартăвĕсем çуллен лайăхланса пыраççĕ. Вĕсем иртнĕ çулхинчен 39 процент ытларах е 8 уйăхра 1229,9 тонна сĕт сунă. Р. Санзяпов, Р. Бикчурин, Э. Зейнетдинов, А. Денисов, Р. Салихов фермерсен ĕнисен продуктивлăх пысăк.

Ĕне-выльăх шучĕ районĕпе 18906 пуç, вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче _ 1414. Сыснасем 18270 пуçа çитнĕ, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче 12300 шута илнĕ.

Мăйракаллă шултăра выльăхсен талăкри ỹт хушаслăхĕ 600 грампа, сыснасен 569 грампа танлашнă.

Ял хуçалăх организацийĕсенче сентябрьччен 1077 пăру илнĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 2 пуç сахалрах. Çавăн пекех 100 сысна пуçне 1475 пуç çура тивет, ку 2013 çултинчен 249 нумайрах. Пĕр тĕп ама вăтамран 11, тĕрĕслемелли 10 çура çăвăрланă.

Ĕне-выльăха хĕл каçарма 3700 тонна утă, сенаж _ 16540, силос _ 1570, улăм 9885 тонна янтăланă.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика