17 сентября 2014 г.
Республикăра хут пĕлменлĕхе пĕтересси миçемĕш çулсенче пуçланнă? Хут пĕлменлĕхе пĕтерни _ 16 çултан аслăрах çынсене вулама тата çырма вĕрентни. Ку ĕç-хĕл РСФСР Халăх Комиссарĕсен Канашĕн 1919 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнчи "РСФСР халăхĕсен хушшинче хут пĕлменлĕхе пĕтересси çинчен" декретпа килĕшỹлĕн пурнăçланнă.
1919-1920 çулсенче Чăваш Енре 12 пин çын виçĕ уйăхлăх курссенче вĕ-реннĕ. Чи малтан хĕрлĕ армеецсем, коммунистсем, комсомолецсем, хĕрарăмсем, активистсем пĕлỹ илнĕ. 1924 çулхи пушăн 3-мĕшĕнче "Хут пĕлменлĕхе пĕтерер!" ирĕклĕ обществăн чăваш уйрăмне йĕркеленĕ.
1920-1928 çулсенче ликбез пункчĕсемпе шкулсенче 70 пине яхăн çын е республикăри çитĕннĕ кашни саккăрмĕш çын вĕреннĕ. Çак йышран 75 проценчĕ ялта пурăнакан хĕрарăмсем пулнă.
1930 çулсенче ку ĕç-хĕле тĕрлĕ меслетпе пурнăçланă. Культпоход, культэстафета, культштурм, "буксир бригадисене" йĕркеленĕ, уйрăм çынсене шефа илнĕ. Тăкаксен пысăк пайне общество организацийĕсем саплаштарнă. 1928-1940 çулсенче 200 пин çын çырма тата вулама хăнăхнă.
1917 çулччен Чăваш Енре пурăнакансен 18 проценчĕ çеç, çак шутран 4 проценчĕ хĕрарăмсем, хутла пĕлнĕ.
1926 çулта 9-49 çулсенчи çынсен 54,2 проценчĕ вулама, çырма пултарнă. 1939 çулта çак кăтарту _ 91 процента, 1959 çулта 99,2 процента çитнĕ. 1930 çулта ачасен обязательнăй йĕркепе вĕрентессине çирĕплетнине хутла пĕлменнине тĕпрен пĕтермелли никĕс пулнă.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)