17 сентября 2014 г.
Кам хăйне валли пỹрт тăвать _ тăватă кĕтесе пилеш туратти хĕрес пек хураççĕ. Усал хĕресрен хăрать.
Мачча кашти тунă чух сурăх çăмĕ, вак укçа хумалла.
Мăшăрсем ашшĕ-амăшĕ килĕнче пил илсе ирех амăшĕпе е аслă тăванĕпе палăртнă вырăна кайнă. Хăйсемпе пĕрле вĕсем пĕр чỹлмек вир пăтти, кулач, пĕр кăкшăм сăра илнĕ. Вырăна çитсен сукна татки сарнă, илсе килнĕ япаласене хунă. Хĕвел тухăçнелле пăхса аслă хĕрарăмĕ çак вырăна пăхса тăракан çĕр тураттисенчен пỹрт лартма ирĕк ыйтнă, çĕнĕ пỹртре ăнăçу пултăр, тенĕ.
Пурăнакан пỹртре хушма алăк, чỹрече касмаççĕ. Касан _ ырлăха пулмасть.
Пỹрт тунă чух пỹрт никĕсне кĕмĕл укçа, çăм хураççĕ. Кĕмĕл _ çĕнĕ пỹрт пуян пултăр тесе, çăм _ ăшă пултăр тесе.
Пỹрт мăкланнă кун пỹрте çума юрамасть теççĕ.
Пỹрт тăрне тăмана килсе авăтсан мĕн те пулсан инкек пулать теççĕ.
Пỹрте çунса кайнă çурт вырăнне лартман, кăштах та пулин айккинерех лартма тăрăшнă.
Пỹртре тĕтĕм çỹлте çỹресен уяр пулать, аялта çỹресен çумăр пулать.
Пỹрте шăрчăк юрласан хуйхă пулать теççĕ.
Пỹртре шăхăрма юрамасть, çĕлен илешет теççĕ.
Çĕнĕ пỹрт хăпартнă чухне мачча каштине хăпартичен ун çумне кĕрĕкпе çăкăр, пĕр четвĕрт эрех çыхса хураççĕ.
Кĕрĕкне _ пỹрчĕ ăшă пултăр тесе, çăкăрпа эрехне çурт çав япаласенчен ан татăлтăр, пурнăç вĕресе тăтăр, ĕçкĕ-çикĕ пулсах пытăр тесе хураççĕ.
Çĕнĕ пỹрте малтан кушака кĕртмелле. пурнăç пултăр тесе.
Çĕнĕ пỹрте пирвай кĕрекен çын пушă алăпа кĕмест.
Çĕнĕ çурт тусан кĕрес умĕн сĕт çинче пăтă пĕçереççĕ, ĕне çуне яраççĕ. Çурт умне пырса тăраççĕ те хĕвел тухăç енне пăхса хăйсен Туррине кĕл тăваççĕ, Турă вĕсене çĕнĕ çуртра телейпе те пурлăхпа пурăнма пултăр тесе.
Çĕнĕ çурта куçнă чухне кивĕ çуртран хĕрт-сурта çĕнĕ çурта çапла куçма чĕнеççĕ.Кивĕ пỹртри хуран айккинчен тăм катăкне хăйпăтса илнĕ май: "Хĕрт-сурт, атя çĕнĕ пỹрте", _ тесе чĕнеççĕ те çĕнĕ пỹрте кайса тăм татăкне хуран айккине çыпăçтарса хураççĕ.
Хапха юпи вырăнне пỹрт лартма юрамасть. Хур ларнă вырăна пỹрт лартма суйласа илсен йыш пухăнасса шаннă тет.
Чăвашсем пỹрте нихăçан та çул иртсе кайнă вырăнсенчен аякрах лартма тăрăшнă. Вĕсем ĕненнĕ тăрăх, усал-тĕселсем çỹреççĕ, каçхине çулĕсем çинчен хуралтăсене пуçтарса илме ыйтаççĕ.
"Сăнавсемпе ĕненỹсем. Тĕлĕксем" кĕнекерен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)