АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх шăпипе телейлĕ

17 сентября 2014 г.

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхеçĕм,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемлĕ

Çỹрет çỹлте те çĕр çинче вĕçсе.

Ухсай Яккăвĕ.

Пирĕн халăх тĕнчене чăваш ятпа килнĕ. Любовь Мартьянован, хальхи чăваш поэчĕсенчен пĕрин, сăввинче çакăн пек йĕркесем пур:

Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта ав чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать хаваслăн, уççăн, чăвашла.

Çапла, Чăваш çĕрĕнче йăлтах чăвашла, чăваш чунне çывăх. Ял ячĕсене те вырăнти халăх юратса, илемлисене пама тăрăшнă: Кĕтеснер те Кутемер, Патăрьел те Çĕрпỹел, Çăкалăх та Хурамалăх. Кашни халăхăн хăйĕн историйĕ. Кашни халăхăн ĕнерхи, паянхи, ыранхи пурнăçĕ. Йышлă халăх-и вăл е йышлă мар, çав-çавах вĕсем этем аталанăвĕнче хăйсен çул-йĕрне упраса хăварнах. Юлашки çулсенче халăхăн аваллăхне нумай тĕпчерĕç.

Хĕн-хурлă пулнă чăваш халăхĕн ирĕке тухмалли çулĕ, пурпĕрех вăл хăйĕн сăнне çухатман, ятне-чысне яман, çĕр пин сăмахне, çĕр пин тĕррине килес ăрусем валли упраса хăварма пултарнă. Ваттисем çапла каланă: "Авалхине пĕлмесен, паянхине хак пама йывăр". Аваллăх паян çамрăксемшĕн вăрттăнлăх мар, вĕсем ăна пĕлеççĕ, уншăн мухтанма та пултараççĕ.

Мĕн калама пулать-ха паянхи çинчен? Чăваш чĕлхин, чăваш çыннин ячĕ-сумĕ пысăкланса, тĕнчене янăравлăрах тухса пырать. Пирĕн уйрăм çыравçăсен кĕнекисем тĕрлĕ чĕлхепе çапăнса тухаççĕ. Чăваш юрри-сăвви, ташши-кĕвви Мускаври, Питĕрти, Чул хулари концерт залĕсенче, Германири, Польшăри, Турцири хуласенче янăрать. Чăваш Республики, Чăваш патшалăхĕ! Иккĕмĕш хут вăй илсе аталанакан çĕр-шыв.

Кашни халăхăн хăйĕн шăпи, телейĕ. Ман халăхăн телейĕ пысăк, вăл историне чаплă ĕçсемпе кĕрсе юлнă çынсемпе пуян, çавсемпе чăннипех мухтанать, мăнаçланать. И. Я. Яковлев, Н. И. Ашмарин, К. В. Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, А. Г. Николаев _ чăваш тỹпинчи чи пысăк, çутă çăлтăрсем.

Республикăра чăвашсемпе пĕрле вырăссем, тутарсем, мăкшăсем, çармăс тата ытти нумай халăх çыннисем пурăнаççĕ. Вĕсем пирĕнпе çума-çумăн, хăйсен культурине, чĕлхине, йăла-йĕркине аталантарса пыраççĕ. Эпир Раççейре пурăнатпăр. 1990 çултанпа Чăваш патшалăхĕ _ суверенлă патшалăх. Республикăра чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхипе пĕрле, патшалăхăн пулса тăчĕ. Çакна ятарласа саккунпа çирĕплетнĕ. Суверенлă патшалăх пулнипе чăваш халăхĕн хăй тĕллĕн аталанас, çав хушăрах республикăра пурăнакан ытти халăхсене малалла вăй илме пулăшас майсем пысăкланчĕç.Чăваш ячĕ _ патшалăх ятĕнче. Чăваш чĕлхине халăх темиçе ĕмĕр хушши аталантарнă, якатнă. Çавăнпа та пулĕ вăл пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, ырă та асамлă. Чăваш чĕлхиçĕр чăмăрĕ çинчипин-пин чĕлхе хушшинче сăваплă, хисеплĕ.

Акă еплерех çырнă чĕлхе хăвачĕ пирки чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай:

Эп сăмах хăватне ĕненетĕп,

Эп пĕлеп: сăмахпа этеме

Амантма та пулать, ỹкерме те,

Ỹкнине те пулать çĕклеме.

Чăваш чĕлхи! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар, хăвăн хăватна çухатмасăр çултан-çул тĕрекленсе пыратăн. Чухăн мар вăл ман тăван чĕлхем! Пуян та чаплă, çемçе те вутлă та, хăватлă та. Вăл çиçĕмлĕ, сисĕмлĕ, тỹсĕмлĕ. Çĕлен çăварĕнче те пĕтмен, юнлă тинĕссенче те путман, вутпа пĕтереймен ăна тăшман. Ăçта çитмен вăл, мĕн пулман ăна, çапах та курать çак çутă куна.

Мухтавлă чăваш çыравçисем тăван чĕлхемĕре тĕнче умне кăларчĕç, унăн ятне çỹле çĕклерĕç. Çавăн пекех чăваш çынни ытти халăхсен паллă çыравçисен хайлавĕсене те тăван чĕлхепе вулать. Чăваш сăмахĕн вăйĕ пысăккине эпир К. В. Ивановăн "Нарспи" поэмине вуланă хыççăн тата та хытăрах туятпăр. Поэмăри çут çанталăк ỹкерчĕкĕсене аса илсен, куç умне çỹллĕ валак, шăнкăртатса юхакан шыв е пуш уйăхĕн вĕçĕ, шавласа ирĕлекен хĕл куççулĕ тухаççĕ. Шыв шăнкăртатăвĕн сассинче, хĕл куççулĕн шавĕнче тăван чĕлхемĕрĕн хăватне тата та хытăрах сисетĕн. Вăйлă, çепĕç, хăватлă чĕлхепе çеç çавăн пек вилĕмсĕр произведени çырма пултарнă К. В. Иванов. Кунта, паллах, çыравçă таланчĕ те пысăк вырăн йышăнать, анчах чухăн, вăйсăр, хевтесĕр чĕлхепе темле поэт та "Нарспи" пек поэма хайлайман пулĕччĕ.

"Чăваш поэзийĕн" чăн тỹпинче икĕ çутăран та çутă çăлтăр ялтăртатать, пĕри _ Иванов, тепри _ Çеçпĕл,"_ тенĕ Петĕр Хусанкай. Эпĕ çак шухăшпа килĕшетĕп, çепĕç те вăйлă чĕлхен çутă çăлтăрĕсем пулмаллах.

Чăваш чĕлхи чухăн маррине Н. И. Ашмаринăн 17 томлă "Чăваш сăмахĕсен кĕнеки" те çирĕплетет. Словарьте сăмахсен хисепĕ 45 пине яхăн. Н. Ашмарин профессор вырăс çынни пулнă. Вăл ачаллах чăваш юрри-халапне, чăвашла калаçнине итлеме юратнă. "Чăваш сăмахĕсен кĕнекине" çырма вăл чăваш вĕрентекенĕсене, чиркỹ çыннисене, чăваш яш-кĕрĕмне, хĕр-упраçне явăçтарма пултарнă. Чăваш хушшинче хыпар кайнă та, тĕрлĕ кĕтесре пурăнакан чăвашсем тĕпчевçĕ патне хăйсем пухнă сăмахлăхне, вырăн ячĕсене, тĕне кĕмен çын ячĕсене, ача-пăча сăмахĕсене, йăла-йĕркепе çыхăннă сăмах çаврăнăшĕсене çитерме тăрăшнă. Çавăнпа та Н. Ашмарин словарьне эпир чăн-чăн Халăх кĕнеки тесе калама пултаратпăр. Чĕлхе тĕпчевçи тăван чĕлхен иксĕлми пуянлăхне çутă тĕкĕр çинчи пек кăтартса парать. Ахальтен мар ĕнтĕ "Чăваш сăмахĕсен кĕнекине" хамăр çĕр-шыври тата тĕнчери ученăйсем пурте кăмăллăн хапăл туса ырланă.

Чăваш чĕлхи _ халăхăн ĕмĕр сỹнми ăс-тăн чечекĕ. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И. Я. Яковлев хăйĕн халалĕнче çапла çырса хăварнă: "Тăвансем, ытарайми чăваш çыннисем! Ан манăр çакна! Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхинчен ютшăнмасан, халăх кăмăлĕ пĕтĕмпех сирĕнпе пулĕ". Пирĕн, паянхи чăвашсен, вĕрентекенĕмĕр ĕçне малалла туса пымалла, тăван чĕлхене аталантармалла, тĕпчемелле, упрамалла.

Чăваш çĕр-шывĕ! Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах çĕр-шывĕ! Мĕн тери пуян пирĕн чăваш халăх сăмахлăхĕ. Юмах-халап, ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, сăнавсем, пулни-иртни çинчен каласа панисем, халăх юррисем _ çаксем пурте халăхăн ăс-хакăлпа ăс-тăн пуянлăхĕ. Халăх çырнă хайлавсемпе паллашсан, пурнăçăн пулăмĕсене пĕтĕмлетсе кăтартма сăмахăн сăнлăхлă хăвачĕ пит пулăшнине çынсем тахçанах тавçăрса илнине туятпăр.

Тăван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амăшне те, тăван халăхне те юратма пултараймасть. Çак чăнлăх, уйрăмах паянхи чăвашсемшĕн, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чĕлхемĕре çухатсан эпир уйрăм халăх пулма пăрахатпăр. Анчах та тепĕр чухне хăшĕ-пĕри чĕлхене варалать, чăвашла-вырăсла çăрса-пăтратса калаçать. Хутăш пуплев вăл _ тирпейсĕрлĕх, калаçу культури çукки. Аннерен илнĕ, вĕреннĕ чĕлхене çын нихăçан та манма пултараймасть. Тăван чĕлхене упрар, ăна ỹсме пулăшар, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшар! Çапла тусан чăваш сăмахĕн хăвачĕ чакас çук.

Л. СОРОКИНА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика