АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕртен сивĕнсех пыратпăр-ши?

17 сентября 2014 г.

Чăн хуçах-и эсир? Хăвăра ятăр çĕр лаптăкĕ пур-и сирĕн? Чăн хуçах-и эсир унта? Документсем тăрăх çаплах пулĕ-ха. Ыйтăвăм вара çĕрпе мĕнле усă курнине пырса тивет.

 

 Чăннипе, лаптăк хуçисем кăна мар, арендăна илнĕ çынсем те пулăхлă тăпрапа туллин усă курманнипе çине-çинех тĕл пулаççĕ Россельхознадзорăн инспекторĕсем. "Апла пулсан мĕн тума арендăна илеççĕ?" - тейĕ нумайăшĕ. Вырăнлă ыйту. Анчах асăннă ведомство ĕçченĕсен тивĕçĕ çак саманта уçăмлатассипе çыхăнман. Республикăра ял хуçалăх пĕлте-рĕшлĕ çĕрсемпе тĕллевлĕ усă курни ытларах кăсăклантарать специалистсене.

Çĕр саккунĕсене пăхăнманни вара тăтăшах тĕл пулать. Çурла уйăхнех илер. Вăрмар районĕнче пулăхлăхлă тăпрана никамран ирĕк илмесĕр вырăнтан тапратнă тĕлĕшпе 1 протокол хатĕрленĕ. Шупашкар районĕнче çĕрте йывăр металсем тупнă тĕслĕх пулнă. Комсомольски районĕнче рекультиваци ирттерменни куçа тăрăннă. Çум курăка пĕтерес тесе тăрăшман тĕлĕшпе вара 14 протоколах çырма тивнĕ: Канаш, Вăрмар, Вăрнар, Çĕрпỹ, Элĕк районĕсенчи лаптăксен тĕлĕшпе.

Çĕре ахаль вырттарни пирки асăрхаттарсан нумайăшĕ çитменлĕхсене палăртнă вăхăта пĕтерет. Хăйсем вăй çитереймесен лаптăка тĕреклĕрех хуçалăхсене арендăна парса ыйтăва татса паракансен йышĕ те сахал мар. Япăх мар ку пулăм. Чи пĕлтерĕшли _ çĕр ахаль ан вырттăр кăна.

Анчах çакă пур чухне те çĕре хута янине пĕлтермест çав. Акă, нумаях пулмасть Муркаш районĕнчен управление самай пысăк лаптăкра тĕрлĕ ỹсен-тăран ешерсе ларни пирки хыпар çитрĕ. Административлă тĕпчев ирттернĕ май, арçын 15,5 гектара 49 çуллăха арендăна илни палăрнă. Чăнах та лаптăкĕ пĕчĕк мар. Анчах та вăл ял хуçалăх продукцийĕ туса илме тăрмашман та. Сухаласа акман вырăнта тем çỹллĕш хыт-хура лайăх ỹснĕ. Арендатора тĕрĕслев пирки пĕлтерсенех хăй çинчен яваплăха сирме васкать. Район администрацийĕпе тунă килĕшĕвне татать. Çĕрĕ пур-ха та, ĕçĕ курăнмасть

Çĕрпỹ районĕнче вара 32 гектара пусă çаврăнăшне кĕртеймен тĕслĕхпе тĕл пулнă инспекторсем. Тăпран пулăхлăхĕ чакассинчен нимĕн те туман çынсене административлă майпа явап тыттарма тивнĕ.

Элĕк районĕнче икĕ ял тăрăхĕнче (Питишевский и Крымзарайкинский) вырнаçнă 26 лаптăка тĕпченĕ управлени тата прокуратура ĕçченĕсем. Вĕсенчен виççĕшĕнче (пĕтĕмпе 127,26 гектар) йывăç-тĕм 4 метрах çитнĕ! 1061,03 гектара манăçа кăларни икĕ çул та иртнĕ ĕнтĕ. Палăртмалла, кусем йăлтах пĕр хуçалăх çĕрĕсем шутланса тăраççĕ.

Асăннă районта тепĕр хуçалăх çĕрĕсене те пăхса çаврăннă прокуратурăпа управлени специалисчĕсем. Кунта та савăнмаллиех çук. 2009 çултанпа çум курăкпа кĕрешес ĕçсем ирттернин палли те пулман. Агротехника ĕçĕсене пурнăçламаннипе 265,53 гектарăн пахалăхĕ чакса пырать.

Çак районти Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи 7 çын çĕрĕсене те тĕрĕсленĕ. 5,16 гектар тĕлĕшпе протокол çырмасăр май килмен. Ара, лартмаççĕ те, акмаççĕ те.

Тĕрĕслевсем вĕçленмен-ха. Çак списока ытти районсем кĕмĕç тесе калама васкар мар. Унта лекесрен вара кирлĕ ĕçсем туса ирттересси хамăр кăмăлтан килет.

Н. ВАСИЛЬЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика