20 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 11-мĕшĕнче "Йĕркене пăсасран профилактика иртересси тата обществăри кăмăл-сипет туйăмне лайăхлатасси" темăпа районта пĕтĕм çамрăксен информаци кунĕ иртрĕ.
Çакна тата "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форума тĕпе хурса район администрацийĕнчи Çамрăксен правительствин, депутатсен Пухăвĕ çумĕнче йĕркеленнĕ Çамрăксен парламенчĕн, администрацин вĕ-рентỹ пайĕн тата тĕп больницăн Çамрăксен совечĕн членĕсем, шкулсенчи волонтерсем кăçал 1-мĕш класа каякан ачасем валли пуçласа "Çăлтăрпа пĕрле _ зарядкăна!" спорт фестивалĕ йĕркелерĕç. Проект авторĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен методисчĕ А. Антонова. Фестиваль тĕл-левĕ _ пĕрремĕш хут парттă хушшине ларакансене пĕлỹ тĕнчи кĕтнине тата физкультура шкулта тĕп предметсенчен пĕри пулнине ăнлантарасси.
Уява 400 ытла ача класс ертỹçисемпе, ашшĕ-амăшĕпе пуçтарăнчĕç. Вĕсене саламлама район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов çитрĕ. Николай Иванович пурне те çирĕп сывлăх, ачасене лайăх паллăсемпе кăна вĕренме сунчĕ.
Çавăн пекех спорт яланах пысăк вырăн йышăннине, пурин те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмаллине асăнса хăварчĕ.
Район администраци пуçлăхĕн саламĕ хыççăн вара ачасем, учительсем, ашшĕ-амăшĕ зарядкăна тăчĕç. Ăна А. Михайлова ертсе пыракан "Евгения" ташă ушкăнĕ тата 1-мĕш шкулти Т. Лекаревапа Э. Басырова волонтерсем йĕркелерĕç. Хусканусене кăтартса пыраканĕ вара республика шайĕнче иртнĕ "Чи лайăх Çамрăксен канашĕ тата Çамрăксен канашĕн чи лайăх председателĕ _ 2013" конкурс лауреачĕ А. Куртлюков пулчĕ. Альмир ташши питĕ савăнăçлă пулнине кура пурте зарядкăна хутшăнчĕç.
Çăлтăрпа пĕрле шăм-шака çемçетнĕ хыççăн ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕ йĕркеленĕ эстафета пуçланчĕ. Ăмăртура пĕрремĕш класс ачисем чăнах та маттурри палăрчĕ. Вĕсем пĕтĕм вăйĕсене пуçтарса çĕнтерме тăрăшрĕç, чупнă чухне урисем çĕре перĕнмерĕç. Ачасене ашшĕ-амăшĕ, учительсем тата аппăшĕ-тетĕшĕ, шăллĕ-йăмăкĕ юнашар хавхалантарса пычĕç. Вăтам шкулсен хушшинче пĕрремĕшсем _ Нăрваш Шăхальсем, иккĕмĕшсем _ Первомайскисем, виççĕмĕшсем _ Ыхра Çырмисем, тĕп пĕлỹ паракан тата пуçламăш шкулсен хушшинче пĕрремĕшсем _ Кивĕ Ахпỹртсем, иккĕмĕшсем _ Ишлĕсем, виççĕмĕшсем _ Треньелсем пулчĕç. Уява пуçтарăннисене Зарема Тазетдинова, Ризиля Шрша тата Мефодий Галкин илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Ю. Секретов А. Иванов, Ж. Шамсутдинов, Д. Тазетдинов çĕнтерỹçĕсене парнесем тата пылак çимĕçсем парса хавхалантарчĕç.
Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен центрĕн директорĕ А. Адикина ачасене саламланă май пурне те фестивале пысăк хавхаланупа хутшăннăшăн вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
Çак уявран пурте савăк кăмăлпа саланчĕç.
Н. НИКИТИНА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)