20 сентября 2014 г.
Çурла уйăхĕн иккĕмĕш вырсарнийĕнче çĕр-шыври строительсем хăйсен кунне паллă тăваççĕ. Пирĕн районти пурăнмалли çурт-йĕре, промышленноçпа суту-илỹ корпусĕсене, социаллă пурнăçпа культура объекчĕсене тăвакансем те çуллен хăйсен професси уявне палăртмасăр юлмаççĕ. Кăçал та вĕсем ĕçсене пĕтĕмлетме, умри задачăсене палăртма, пĕрлех хастарсене палăртма ушкăнпа капăрах пуçтарăнчĕç. Район пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç унта. Сумлă кĕрекене ларма вара кашнинчех, тивĕçлĕ канăва кайнине пăхмасăр, Патăрьелĕнче пурăнакан Небиулла Хабибуллович Мезитова чĕнеççĕ.
Шурсухал-аксакал пуш уйăхĕнче утмăл урлă каçрĕ. Вăл хăй Именкасси ялĕнчи Тутар кассинче çуралса ỹснĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Хабибулла Камалетдиновичпа Минкемел Минулловна, пурĕ вунă ача çуратса çитĕнтернĕ. Амăшĕ "Ача амăшĕ-героиня" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Небиулла çемьере виççĕмĕш пулнă. Аслă Арапуçне куллен çỹресе алла аттестат илнĕ çамрăка кĕркунне тăван ялĕнче клуб заведующине лартса хураççĕ. Шкулта тăрăшса вĕреннине, общество ĕçне хастар хутшăнма тăрăшнине шута илнех-тĕр районти культура пайĕнче.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çỹлĕсенче Пăла шывĕн икĕ енче вырнаçнă пилĕк яла, çав шутра Небиулла çуралнă кĕтесе те пĕрлештерсе тăракан "Герой" колхоз хамăр районта кăна мар, республикăра та вăйлă хуçалăхсенчен пĕри шутланнă. Çав тапхăрта вăл партипе правительствăн ял хуçалăхне аталантармалли çул-йĕрпе ăратлă пушмак пăрусене çитĕнтерме специализациленĕ комплекс тума палăртнă. Ака тенипе акана сиксе тухаймăн тенĕ пек, кун пек чухне стройка ĕçне лайăх пĕлекен вырăнти çынсем кирлĕ. Çавăнпа хăй тивĕçне чип-чипер туса пыракан Н. Мезитова виçĕ çултан Сĕнтĕрвăрри хулинчи ял строительствин шкулне вĕренме кăларса яраççĕ. Çулталăкран вара ятарлă пĕлỹ илнĕ специалиста тăван колхоз правленийĕ строительсен бригадирĕ пулма çирĕплетет. Вăт шăпах çак самантран Небиулла культура отраслĕпе яланлăхах сыв пулашса пурнăçне строительствăпа çыхăнтарать те. Комплекс никĕсне яма ятарлă организаци, урăхла каласан, Патăрьелĕнчи колхозсем хушшинчи куçса çỹрекен механизациленĕ колонна (ăна халăхра ĕлĕк вырăсларан кĕскетсе МПМК тетчĕç) пуçăнсан, ăна çав тивĕçех пурнăçлама кунта куçараççĕ. Кăштахран ăна тата яваплăрах ĕçе (мастера) куçараççĕ. Унтан вара прораб пулма та шанаççĕ. Сăмах май каласан, Небиулла абый çак йывăр лава мĕн çав стоительство организацийĕ (каярах ăна "Батыревская" МСО ят пачĕç) саланса кайичченех туртса пычĕ. Никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ стройтытăмра та ун валли çав вырăнах тупăнчĕ. Ăста специалист ăçта та кирлĕ, ăçта та сумра.
Прораб _ строительство пĕр-лешĕвĕн тĕп лаши, тĕп организаторĕ. Начальник е çумĕ, тĕп инженер пур-ха. Анчах вĕсем килсе курăнаççĕ те кайса çухалаççĕ. Унăн вара вĕçĕмсĕр объектра пулмалла: кун кунламалла та çĕр çĕрлемелле. Прораб пулас çурт-йĕрĕн кĕтесĕсене пырса пĕрремĕш шалча çапать, котлован чавтарса никĕс хуртарать, урай-мачча сартарать, тăррине виттерет. Вăлах каменщиксемпе бетон çăракансен ĕçне йĕркелет, малярсемпе штукатурщиксене пăхса тăрать. Вăлах мĕн пур инженери коммуникацишĕн те яваплă _ сивĕ тата вĕри шыв пăрăхĕсене хурать, канализацине йĕркелет, электрооборудованине вырнаçтарать, вентиляци çулĕсене уçать. Халĕ тата газ системи те ун çинчех. "Новые приключения Шурика" кинокомедири Бабочкин прораб евĕр лекци вуласа çỹреме те, ташласа кăтартма та вăхăчĕ пачах çук унăн.
1979 çулта Небиулла прораба районăн чи аякри кĕтесĕнче, упи каçман çырма леш енчи Упамсара сакăр çул вĕренмелли шкул тума шанаççĕ. Пысăк та яваплă ĕç ку. Хальхи требованисене тивĕçтерекен вите çĕклеме те кăткăс. Ачасем валли пĕлỹ çурчĕ хатĕрлеме вара ик хут, виç хут йывăр.
_Шкула хута ярассишĕн виçĕ çул вăй хутăмăр. Паян пулсан, ăна çулталăкра вĕçлеççĕ. Анчах вăтăр çул каяллахи саманара ку йĕркеллех шутланнă. Чăн малтанах пире çул çукки нушалантаратчĕ. Турхана çитме пулнă-ха. Малалла вара вăрман çулĕпе сакăр çухрăм кĕмелле-çке. Пĕчĕк ялта ĕçе аван чухлакан строительсем тупаймастăн _ вĕсене Патăрьелĕнчен турттармалла. Хăватлă техника çитменни те урана хуратчĕ. Бетон плитасем турттарас _ панелевозсем хамăр организацин çук. Вĕсене Шупашкарта е Канашра шырамалла. МПМКан автокран та пулман. Татах çав хуласенче йăлăнса çỹремелле. Çавăнпах Упамсана тунти кун килнĕ те каялла шăмат кун кăна тухнă _ рабочисемпе пĕрле унтах выртса тăнă, _ аса илет çав вăхăтсене Небиулла Хабибуллович. _ Çемье, ача-пăча, килти ĕç ялан айккинче тăнă. Юрать-ха, мăшăрăм ăнланакан çын пулчĕ, мĕн пур йывăрлăхсене хăй çине илсе тăчĕ...
1982 çулта Упамсари 180 ача вĕренмелли икĕ хутлă шкула чаплă лару-тăрура уçнине хам та ас тăватăп. Районти мĕн пур культурăпа çутĕç работникĕсем пухăннăччĕ унта. Ун чухне Турхан тăрăхĕнче кун пек чаплă çурт нихăш ялта та пулман.
Хăйĕн ĕçлĕ ĕмĕрĕнче Небиулла Хабибуллович районта çирĕме яхăн пысăк объект хăпартнă. Вулакан вăхăтне перекетлес тесе паллăраххисене кăна асăнам. Хронологипе пăхсан, вĕсем çаксем: Аслă Чемен колхозĕнчи ĕне комплексĕ, Çĕньялти вăтам шкул, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул, Аслă Чементи вăтам шкул, Анат Тăрмăшĕнчи культура çурчĕ, Треньелĕнчи ача сачĕ, Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкул...
Строительсен ĕç хăвăртлăхĕпе пахалăхĕ те самай хăпарнă. Акă, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкула, Упамсаринчен виçĕ-тăватă хут пысăкскере, çулталăк та вунă уйăхра шăнкăрч йăви пек хитре çĕклесе ачасене парнеленĕ. Юлашкинчен тунă пысăк çурт _ Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул.
Каларăмăр ĕнтĕ _ кусем хамăр енчисем. Унсăр пуçне пирĕн ентеш район тулашĕнчи пысăк стройкăсенче те самаях пилĕк авнă. Уйрăмах паллăраххисем _ Улатăрти 57 хваттерлĕ çуртра реконструкци, Тутарстанри Тетĕç районĕнчи 2000 сысна самăрлатмалли мăн витесен комплексĕ.
Тивĕçлĕ канура пулсан та Небиулла строительство организацисене паян та кирлĕ çын. Киле килсех тилмĕреççĕ ĕçе явăçма. Хăшĕсем пулăшу та ыйтаççĕ. Акă хальхаççăн кăна вăл пĕр усламçăна район центрĕнче икĕ хутлă кафе тума пулăшрĕ. Маларах, "Стройкомфорт" ОООра чухне, вăл Патăрьелĕнчи Раççейĕн ЖКХ системине реформăламалли программăна пурнăçласа Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ чылай çуртсене тĕпрен юсаса çĕнетме те хастар хутшăннăччĕ.
Ĕçне кура сумĕ те пур.1983 çулта ăна СССР правительстви "РСФСР Хура тăпраллă мар зонине çĕнетсе улăштарнăшăн" медаль парса чысланă, тепĕр çичĕ çултан вăл Нечерноземагропромстройăн хисеплĕ строителĕ пулса тăнă. 2002 çулта вара ăна Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулăн çĕнĕ корпусне чыслăн уçнă чухне Чăваш Ен Президенчĕ пĕтĕм халăх умĕнче строительствăри пысăк çитĕнỹсемшĕн тата çак шкула тума уйрăмах пысăк тỹпе хывнăшĕн кăкăрĕ çине "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" хисеплĕ ятăн знакне çакса ячĕ. Ытти сумлă паллăсем тата тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсем пирки кĕске материалта çырса пĕтерес те çук.
Чăннипе те шур çурт лартаканăн ĕçĕ сумлă.
Н. ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)