20 сентября 2014 г.
ÇИТĔНЕКЕН ăрăвăн тавра курăмне анлăлатас, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, тĕрлĕ усал йăларан сыхлас, вĕсене преступлени çулĕнчен пăрас тата пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшас, наркомание, токсикомание, алкоголизма сивлес тĕллевпе çул çитмен ачасем хушшинче тĕнче шайĕнче "Раççей ачисем" пĕрлĕхлĕ профилактика операцийĕ пуçланчĕ. Çак тапхăрта вĕренỹ учрежденийĕсенче, библиотекăсенче тĕрлĕ профилактика мероприятийĕ иртĕ. Вăл сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен пырĕ. Çак хушăра 8(8352) 23-01-00 номерлĕ шанăç телефонĕ ĕçлет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)