АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комбинатор каллех пĕрремĕш

20 сентября 2014 г.

СЕНТЯБРĔН 12-мĕшĕнче Хусанри ипподромра В.И. Максимов ячĕпе икĕ çултан аслăрах лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енрен 10 лаша хутшăннă, вĕсенчен 9-шĕ - пирĕн район урхамахĕсем. 1600 метра икĕ хутчен чупмалли дистанцинче Пăлапуç Пашьелĕнчи Л. Кузьмичеван Комбинатор лаши пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш вырăна _ Чăваш Республикин лаша спорчĕн президенчĕн А.Максимовăн Левши Хоус лаши. Виççĕмĕш вырăнĕ татах хамăр ентешĕн _ Шăнкăртамри А. Хамбиковăн Сахалин ятлă урхамахĕ. Амăртуран А. Осиповăн Акцент, В. Мироновăн Апрель, А. Акшиевăн Вельбор, А. Красновăн Камбург, В. Федоровăн Надфиль, Н. Пыркинăн Храбрый лашисем те лайăх кăтартупа палăрнă. Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче те икĕ çул тултарман лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Кунта та Шăнкăртамри И. Забировăн Ревнивецĕ мала тухнă. Еншикри А. Шмуллин çамрăк наездник А. Красновăн Спартак лашипе малашнехи ăмăртусене хутшăнма квалификацие тивĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика