20 сентября 2014 г.
Ял хуçалăх продукцийĕ йỹнни чăннипех те тĕлĕнтерет. Газ, электричество хакĕсем çỹлленех çỹлелле кармашаççĕ, кĕсъене çỹхетеççĕ. Çав вăхăтрах çăвĕпе пахчара упаленсе çĕр çынни туса илекен таварăн хакĕ вара пĕрре те ỹсмест. Халь кишĕре 7 тенкĕпе, çĕр улмине 8-10, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре 3-4 тенкĕпе кăна пухаççĕ. Вĕсене те аран-аран анчах парса яма пулать _ пухакансем сахал.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)