АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслă çыншăн сиенлĕ йăласем ют

20 сентября 2014 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх республикăра кашни уйăхрах информаци кунĕ иртет. Хальхинче вăл районта авăнăн 17-мĕшĕнче пулчĕ. Унăн тĕп ыйтăвĕсем: республикăра юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче йĕркелекен "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форумне ирттересси, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырасси, çитĕнекен ăрăва физкультурăпа спорта куллен явăçтарасси, "Чăваш Енĕн сывлăх профилĕ" Указа пурнăçа кĕртесси. Унсăр пуçне информаци кунне хутшăнакан ушкăн районта уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе, ял-хуçалăх продукчĕсене сутса вырнаçтарассипе, сĕт хакĕпе тата ыттипе те кăсăкланчĕ.

Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Иван Данилов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Манзуркин Турханти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пулчĕç. Анатолий Кольцов тĕп врач пĕлтернĕ тăрăх, кунта "электронлă медицина картти" программăпа ĕçлеççĕ. Çавна май тухтăрсем халь кашни çыннăн чир историне ĕлĕкхи пек алăпа çырса лармаççĕ, тỹрех компьютера кĕртеççĕ. Сăмах май каласан, офис 3700 çынна сывлăх енчен пăхса тĕрĕслесе тăрать. Анчах та сиплев çурчĕ пĕчĕкреххи чăрмав кỹрет. Çавăнпа та çитес çулсенче çак тăрăхра тата тепĕр офис уçма палăртнă.

Çавăн пекех информаци ушкăнĕ ялти аптекăна кĕрсе тухрĕ. Светлана Александровна эмел хакĕсемпе тата ветерансене соцпакетпа еплерех тивĕç-тернипе кăсăкланчĕ.

Ĕçлĕ ушкăн Турханти вăтам шкулти вĕрентекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕ. Николай Иванович районти экономикăпа социаллă пурнăçăн аталанăвĕ, малашнехи ĕç планĕсем пирки уççăн каласа пачĕ, пулса иртнĕ ырă улшăнусемпе паллаштарчĕ, Федераци, республика шайĕнчи программăсене пурнăçласа пырса Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен, авариллĕ çуртсенче пурăнакансен, тăлăх ачасен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе тимлĕн ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ.

Тĕл пулура ялсенче сахал ачаллă шкулсене пĕр-лештерни, учительсен йышĕ ватăлса пыни, çамрăксем яла ĕçлеме килменни тата ытти кăсăклантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Кăçал Турхан шкулĕнче пĕрремĕш класра 20 ача вĕренет. Таврари 6 ял ачисем çỹреççĕ кунта, вĕсене икĕ автобус турттарать. "Ачасем - пирĕн пуласлăх", тетпĕр. Вĕсен йышĕ ỹсни савăнтарать. Çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ пултăр тесе пирĕн пĕтĕм услови туса памалла. Çавна шута хурса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев августăн 7-мĕшĕнче Правительство Çуртĕнче иртнĕ пресс-конференцинче те 2016 çулта сирĕн шкулăн уйрăм корпусне çĕклеме 50 млн укçа уйăрма палăртнине пĕлтернĕччĕ. Унăн проекчĕ хатĕр. Тĕнчипе паллă художникăн А. Кокелĕн тăван ялĕнче чаплă шкул пуласса шанатăп", _ терĕ Светлана Александровна, учительсемпе сыв пуллашнă май.

Çавăн пекех информаци ушкăнĕ психоневрологи интернатĕнче пулчĕ. Унăн ертỹçи Анатолий Бабаев кунта 7 çул вăй хурать. Çак хушăра ырă улшăнусем чылай палăраççĕ. Территоринче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Йĕри-тавра хитре чечексем куçа илĕртеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ интернат районта кашни çул иртекен "Чи лайăх объект" конкурсра сумлă вырăнсем йышăнать.

Кунта 1970 çулсенче тунă çуртсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, 245 сусăра пурăнмалли пĕтĕм услови туса панă, 16 видео сăнав лартнă, çĕнĕ "Васкавлă пулăшу" машина илнĕ. 140 пуç сысна, 8 ĕне 1 вăкăр тытать интернат. Çĕр лаптăкĕ çинче те хăйсемех тăрмашса хĕл каçмалăх çĕр улми, кишĕр, сухан туса илеççĕ. Информаци ушкăнĕ йышĕнче республикăн финанс министрĕ пулнипе усă курса Анатолий Алексеевич хуçалăхра усă курма трактор туянас ыйтăва хускатрĕ. Хальтерех пулмасан та çитес вăхăтра ыйтăва пăхса тухма шантарчĕ министр.

Культура çулталăкĕ пынă май ĕçлĕ çул çỹрев ушкăнĕ Турханти культура çуртне çитрĕ. Кунта та татса памалли ыйтусем нумай пулчĕç. Халиччен хутăнман клубра газ кĕртес ĕç пырать. Анчах та кану çурчĕн тăрри шăтнă, шыв анать. Çĕнĕрен витме 1 млн. тенкĕ ытла укçа кирлĕ. Светлана Александровна çакна валли кирлĕ хутсем хатĕрлеме хушрĕ.

"Юхмапа Пăла тăрăхĕ _ спортпа туслă район. Кунта физкультура юхăмĕн мухтавлă йăлисем ăруран-ăрăва куçса пыраççĕ. Çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ ỹстĕр, массăлла спорта çеç мар, уйрăм ăмăртусене те явăçтăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ, кирлĕ условисем туса параççĕ. Çавна май пирĕн спортсменсем район, республика, Раççей, Европа, тĕнче шайĕнче ăмăртаççĕ, начар мар çитĕнỹ тăваççĕ. Вĕсен йышĕ малашне те хутшăнасса иккĕленмелли çук", _ тесе пĕтĕмлетрĕç информаци кунне.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика