20 сентября 2014 г.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕн кун йĕркине кĕртнĕ пур 27 ыйту та тăван республикăшăн, унăн аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Тĕп вырăнта, паллах, Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2014 çулхи, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проекчĕ тата кун йĕркинче 6-8 пунктсенче пĕр темăпа пĕрлештернĕ Чăваш Республикин "Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунсен альтернативлă проекчĕсем, асăннă саккунăн тĕп проекчĕ тата унта улшăнусем кĕртнĕ хыççăн "Чăваш Республикин хăш-пĕр саккун актне улшăну кĕртесси çинчен" саккун проекчĕ.
Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн парламент спикерĕ Юрий Попов халĕ çеç каникултан тухнă депутатсене çулталăкăн пĕрре-мĕш çурринче саккунсене йышăнассипе мĕнле ĕçленине тепĕр хут тĕплĕ тишкерсе паллаштарнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă.
Республика бюджечĕн кăçалхи калăпăшĕ тупăш тĕлĕшпе 2959,2 млн тенкĕ ỹсет, 36 млрд та 579 млн тенкĕпе танлашать. Вăл шутран _ тавăрса памалла мар виçе кăна _ 15068,6 млн тенкĕ. Бюджета çавăн пекех бюджет сферинчи çынсен шалăвне ỹстерме, бюджетăн балансне тытса тăма, вĕренỹ тытăмĕнчи мероприятисене ирттерме, агропромышленноç комплексне аталантарма тата ытти тĕллевпе килекен тĕрлĕ дотаципе бюджетсен хушшинчи трансферт пуянлатĕç.
Республикăн çитес çулхи бюджечĕ, унăн параметрĕсем улшăннă май, тупăш енĕпе _ 36578,8 млн тенкĕпе (ỹсĕм _ 12,9 процент), тăкак тĕлĕшпе 40813,6 млн тенкĕпе (2013 çулхинчен ỹсĕм 10,9 процент) танлашать.
Депутатсем Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕн виçĕ çулхи бюджетне çирĕплетнĕ, ял хуçалăхне аталантармалли, республика экономикине ют çĕр-шыв инвестицисене хывассине уçăмлатассипе çыхăннă тата ытти саккун проектне икĕ вулавпа йышăннă.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)