06 февраля 2013 г.
Вĕрентÿри çĕнĕлĕхсемпе килĕшÿллĕн Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула чылай спорт инвентарĕ килчĕ. Тренажерсен йышĕнче алă вăй виçмелли хатĕрсем те пур. Вĕренекенсем çакăнпа кăмăллă. Çитĕнекен ăру уроксенче те, тăхтавра та вĕсемпе усă курса сывлăха çирĕплетме тăрăшать, хăйсен маçтăрлăхне ÿстерет.
2012-2013 вĕренÿ çулĕнче кунта Г. Абейдуллова шкул директорĕ тата И. Алеевпа И. Зейнетдинов физкультура учителĕсем пуçарнипе алă вăй виçессипе мала тухассишĕн пыракан ăмăртусем йĕркеленĕ. Куçса çÿрекен кубока хальлĕхе 11б класс вĕçертмест.
Ăмăртăвăн тепĕр паха енне те палăртмалла. Алă вăй виçессипе шкул шайĕнче малти вырăнсене йышăнакансем район тупăшăвĕсене хутшăнаççĕ. Шкулсем хушшинчи спартакиада кăтартăвĕсем вара пире савăнтараççех. Командăпа аслисенчен пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç вĕренекенсем. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче виççĕмĕшне тухрĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче вара И. Якушева, Д. Тумакова, Л. Махмутова, И. Купкенов пĕрремĕш, Д. Сулеймано-ва, Г. Узбекова, Р. Абельдеев, А. Янтыков, А. Купкенова, Ф. Абельдеева, А. Сафьянов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Мала тухнисем район шайĕнчи грамотăсене тивĕçрĕç.
Р. АЛЕЕВА.