06 февраля 2013 г.
ПИРĔН “Авангард” хаçат виçмине хăйĕн черетлĕ менельникне паллă тăвать: 82 çул тултарать. Унăн пĕрремĕш номерĕ “Паянхи сас” ятпа 1931 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче тухнă. “Чун апатне” пĕçерсе хатĕрлекенсем ытти чылай коллектив пекех саманан тĕрлĕ тапхăрне чăтса ирттерчĕç. Анчах кирек мĕнле пулсан та хаçатăмăр халăх умĕнче аламаланмарĕ. Çулĕпе шултăраланас еннелле сулăнчĕ пулин те, сăнĕпе илемленсех, капăрлансах пырать-ха.
Çакна та палăртса калама кăмăллă: ку уйăхра вулакансен “çарĕ” татах та ÿсрĕ. Халĕ пирĕн ĕçе 5052 çемьере хак параççĕ. Шăп та лăп çирĕм çул каялла та район хаçачĕ çакăн чухлĕ тиражпа саланнă.
Юнашарах шанчăклă юлташсем пулни те савăнтарать. Патăрьелĕнче пурăнакан Валентина Ресметова пенсионерка, сăмахран, 62 çул хаçат редакцийĕпе çыхăну тытать! Çак тапхăрта вăл çичĕ тĕп редактор ĕçленине ас тăвать.