АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «2012 çУЛ çЫННИ» ПАЛЛĂ

06 февраля 2013 г.

“Авангард” хаçат редакцийĕ район Пичечĕн кунĕ умĕн ырă йăлана кĕнĕ “Çулталăк çынни” конкурса пĕтĕмлетрĕ. Хальхинче те тупăшăва хутшăннă хастарсем – пурте хăйсен ĕçĕнче пултаруллă, пуçаруллă, халăхшăн тăрăшаканскерсем.

Çакна та палăртма кăмăллă: хаçат вулака-нĕсем çĕнĕ вăй-хăватпа чĕртсе янă конкурса хапăлласа йышăнчĕç, унта хутшăнакан пирки нумай-нумай çыру ячĕç. Вулакансем пуçласа йăлана кĕртнĕ электронлă сасăлава та хастар хутшăнчĕç. Ĕç коллективĕсем те кандидатсем пирки хăйсен шухăшĕсене пайтах пĕлтерчĕç. Шупашкар, Мускав тата ытти аякри хуласенчен те шăнкăравсем килчĕç. Уйрăмах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева, Раççей ДОСААФĕн районти уйрăмĕн председателĕ Евгений Алешев, район администрацийĕн финанс па-йĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Петрова, районти тĕп больницăн тухтăрĕ Сергей Токмаков кандидатурине ырлакансем йыш-лă пулчĕç. «2012 çул çынни» хисеплĕ ята вара «Россельхозбанкăн» районти уйрăмĕн ертÿçи Рудольф Васильевич Селиванов çĕнсе илчĕ. Редакци коллективĕ ăна çак ятпа чун-чĕререн саламлать, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунать.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика