06 февраля 2013 г.
Нарăсăн пĕрремĕш кунĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем черетлĕ ларăва пуçтарăннă. Унăн ĕçне район администарцийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, райадминстрацин структура подразделенийĕн ертÿçисем, патшалăх учрежденийĕсен, тĕрлĕ харпăрлăхлă предприяти-организаци ертÿçисем хутшăннă.
Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пынă. Халăх шаннă çынсем депутатсен Пухăвĕ 2013 çулта ĕçлемелли плана, районти тĕрĕслевпе шутлав органĕн ĕç йĕркине çирĕплетнĕ, ял тăрăхĕсенчи тĕрĕслевпе шутлав полномочине районти тĕрĕслевпе шутлав органне парас ыйтăва тата ыттисене те сÿтсе явнă.
Депутатсем çавăн пекех “Районăн хисеплĕ гражданинĕ” ята памалли йĕркене çирĕплетнĕ. Черетлĕ ларурах производствăра малта пыракан хастарсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн наградисене, Хисеплĕ ятсемпе Тав çырăвĕсене парас ыйтăва пăхса тухнă.
(Хамăр корр.).