АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЕНСИ ÿСНĕ

06 февраля 2013 г.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх – Раççей Федерацийĕн Правительствин 2013 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнчи 26-мĕш йышăнăвĕпе ватлăхри ĕç, инвалидлăх тата тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн паракан пенсисене 6,6 процент ÿстернĕ.

Чăваш республикинче вĕсем 320 пин çыннăн пысăкланнă. Хушăм кашни çыннăн – хăйне май, çакă пенси виçипе çыхăннă.

Ÿсĕм хыççăн пирĕн хутлăхра ватлăхри ĕç пенсийĕсем вăтамран 570 тенкĕ хăпарса 9325 тенке çитнĕ. Вĕсене тивĕçлĕ канăва тухнисен 84 проценчĕ илсе тăрать.

Чăваш Енре пенси тÿлемешкĕн уйăхсерен каякан тăкак нарăс уйăхĕнче182 млн тенкĕлĕх нумайланса 3,1 млрд тенкĕрен иртет.

Ĕç пенсийĕсене çулленех инфляцие тĕпе хурса индексацилеççĕ. Черетлĕ ÿсĕме 2013 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Ун чухне социаллă пенсисене, федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевне тата социаллă пулăшу пуххин хакне те пысăклатаççĕ.

В. ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика