АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ФЕСТИВАЛЬ СТАРТ ИЛЧĕ

06 февраля 2013 г.

Сăкăтри вăтам шкулта районти пуçламăш классене вĕрентекен учительсен методика фестивалĕ уçăлчĕ. Вăл пуçласа иртет. Меро-приятие районти вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсем педагогсен ĕç ăсталăхне ыттисен хушшинче сарас, малта пыракан çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртес тĕллевпе йĕркелерĕç.

Фестивале шкулта вĕренекенсем концертпа уçрĕç. Районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов, информаципе методика центрĕн директорĕ Ю. Миронова, шкул ертÿçи А. Падусев пултарулăх шыравĕнче кашнийĕшне ăнăçу сунчĕç.

Шкулсенчи пуçламăш классен 139 учителĕнчен 22 проценчĕ аслă категориллĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Михайловапа Первомайскинчи Л. Николаева вара Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Грантне илме тивĕçнĕ.

Раççей шайĕнчи “Кĕçĕн классен интеллектуаллă вăййисем” олимпиадăн регионти тапхăрĕнче виççĕн малти вырăнсене йышăнни те савăнтарать.

Пуçласа хăйсен ĕçри ăсталăхне Турханти вăтам шкулти Т. Раевскаяпа Нăрваш Шăхалĕнчи О. Васильева вырăс чĕлхипе, Çĕнĕ Ахпÿртри О. Тукмаковапа Красномайскинчи пуçламăш шкул-садри Р. Мышова математикăпа урок парса кăтартрĕç. Ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те пĕр вăхăт пăлхануллă самант пулчĕ. Урок шăнкăравĕ вара пурне те хăй вырăнне лартрĕ.

Фестиваль старт илчĕ. Кăтартуллă уроксем сахал мар пулĕç унта. Педагогсен тăрăшуллă ĕçне вара черетлĕ наукăпа методика пуххинче çутатĕç.

Е. ПЕРЕПЕЛКИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика