24 сентября 2014 г.
ПАТĂРЬЕЛ район сучĕ нумаях пулмасть пĕр ял тăрăхĕнчи "О" ячĕпе "К" хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама, çавăншăн явап тытма пултараймасть тесе çирĕплетнĕ документпа пулăшу ыйтса çырнă ĕçе пăхса тухнă. Заявлени çине "К", пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнă май, ытти çынсемпе пурăнма пултарайманни, хăйне уйрăм хваттер кирли çинчен пĕлтернĕ.
Раççейĕн саккунĕ тăрăх, инвалидсене пурăнмалли хваттерсемпе 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен черете тăнă пулсан çеç тивĕçтереççĕ. "О" ыйтăвне те район сучĕ тивĕçтереймен. Мĕншĕн тесен ял тăрăх администрацийĕ "К" пурăнмалли условисем начаррине тупса палăртман.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)