24 сентября 2014 г.
ЮЛАШКИ çулсенче пирĕн районта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Ара, ачасем _ пирĕн пуласлăх. Кăçал патшалăх икĕ е ытларах ача çуралнăшăн паракан амăш капиталĕпе 98 çемье усă курнă. Унпа çурт туянма, вĕреннишĕн тỹлеме тата пурнăç условийĕсене лайăхлатма май пур. Укçи çулран-çул ỹснине палăртмалла. 2007 çулта унăн хисепĕ 250 пин тенкĕпе танлашнă. Халĕ вăл 429 408 тенке çитнĕ.
Сăмах май, кăçал 135 çемьере _ иккĕмĕш, 92-шĕнче _ виççĕмĕш, 21-ре _ тăваттăмĕш, 7-шĕнче _ пилĕкмĕш, 3-шĕнче _ 6-мĕш ача çуралнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)