24 сентября 2014 г.
ЧĂВАШ Енре "Астăвăм" кĕнекен электрон варианчĕ тухнă. Унта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсен ячĕсене тупма пулать. Виртуаллă формата Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче вырнаçтарнă.
"Астăвăм" кĕнеке - икĕ пайлă. Ăна кăларма 1989 çулта тытăннă. Пĕрремĕш пайĕнче 100 пин ытла çын пирки пĕлме пулать. Вăл 6 томран тăрать. Унта _ çапăçура, госпитальте, концлагерьсенче вилнисен, хыпарсăр çухалнисен ячĕсем. Çавăнтах Афганистанра, Чечняра ытти çĕрте пуç хунисем те пур.
5 томпа тухнă 2-мĕш пайĕнче татах 100 пин ытла хушамат. Вĕсем - фронтран таврăннисем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)