АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

24 сентября 2014 г.

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче район администраци залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн 27-мĕш ларăвĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Михаил Петров, администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, пĕрлех ял тăрăх пуçлăхĕсем, администраци подразделенийĕсен ертỹçисем, предприяти, организаци тата учреждени руководителĕсем хутшăннă. Ларăва район пуçлăхĕ Михаил Петров ертсе пынă.

Хальхинче депутатсем район Пухăвĕн маларахри йышăнăвне улшăнусем кĕртнĕ. Çавăн пекех 2014 çулхи бюджета сакăр уйăхра еплерех пурнăçланине, 2015-2016 çулсенче планпа палăртнă ĕç проектне пăхса тухнă. Ку ыйтупа финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова тухса калаçнă, укçана тĕллевлĕ расхутлани пирки отчет туса панă.

Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2014 çулта 110027,8 пин тенкĕпе танлашнă, 109670,3 пин тенкĕ тăкакланă. Хамăр 591047,6 пин тенкĕ тупăш тунă, çав вăхăтрах 596409,2 пин тенкĕ тăкакланă. Ку кăтартусем начарах мар.

Ларура çавăн пекех районта бюджет хутшăнăвĕсене тата налук ыйтăвĕсене йĕркелемелли положенисене çирĕплетнĕ. Турхан ял тăрăхĕнчи çĕр участокне пĕр тỹлевсĕр муниципалитет пурлăхĕ çине куçарасси çинчен, район пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти ыйтусене сỹтсе явнă, тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика