24 сентября 2014 г.
Кĕркунне çитни кашни утăмра сисĕнет: йывăç-тĕм хĕрлĕ, сарă, хăмăр тум тăхăннă. Ирлĕ-каçлă та аванах сулхăн. Пĕр кунхине, ав, витрери шыв та кăчăр пулнăччĕ _ хĕл кунран-кун çывхарса пырать çав. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче сивĕ кунсене кĕтсе илме хатĕрленесси еплерех пырать-ха? Çакна тĕрĕслеме ятарлă комисси иртнĕ эрнере район тăрăх çỹрерĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, пур хуçалăхра та тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх уйăрма тăрăшни сисĕнет. Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹре тата Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче 200-шер ĕне вырнаçмалăх хальхи вăхăтри витесем хăпартнă. Иккĕшĕ те çывăх кунсенче хута каймалла. Вĕсенче çавăн пекех киввисене те тĕпрен юсанă, выльăх апачĕ хĕл каçмалăх çи-телĕклĕ янтăланă.
Алманчăри ĕне ферминче юсав ĕçĕсем пыраç-çĕ. Унччен самăртма хупнисем тăнă çĕрте урайне бетон сарнă, чỹречесене поликарбонатпа хупланă, тислĕке те тăкнă. Выльăхсем тăракан хуралтăсенче транспортерсене йăлтах çĕннисемпе улăштарнă. Çамрăк пăрусене хупакан клеткăсене, пăрулаттаракан уйрăма шуратса дезинфекциленĕ. Хальлĕхе кунта ĕне-выльăх 131 пуç, унтан сăваканни _ 68. Сĕт сахал параканнисене, хавшанисене сутса çулталăк вĕçленнĕ çĕре 70 пушмак туянма палăртнă.
"Звезда" ял хуçалăх предприятийĕн витисем аякранах шап-шуррăн курăнса лараççĕ. Улăма та ферма территоринех турттарса хунă.
_ Вырма вăхăтĕнче витесене юсама вăхăтлăха чарăннăччĕ. Халь çĕнĕрен пикентĕмĕр. Пăрулаттаракан уйрăмри урайне кăна çĕнетмелле, ыттисенче хатĕр тесен те юрать. Выльăхсен апат рационне пуянлатас тесе жом турттарма тытăнтăмăр, _ пĕлтерчĕ В. Щукина зоотехник витесене кăтартса çỹренĕ май. Чăнах та, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ лайăх аталанса пырать. Ĕнесене çанталăк ăшăтсанах çуллахи лагере кăлараççĕ. Унта та сĕт пăрăх тăрăх холодильнике каять.
Хуçалăхра сысна ферми те пур. Кунта таса, тирпейлĕ, профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттереççĕ.
Туçари "Тойсинская" агрофирмăра выльăхсене хĕл каçарма апат çителĕклĕ янтăланă. 400 тонна сенаж, 380 тонна утă, улăм пур. Витесене те шуратса дезинфекциленĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Ахпỹртри "Родина" ял хуçалăх предприятийĕнче, "Корма" агрофирмăра хуралтăсенче юсав ĕçĕсене ирттернĕ.
"Батыревский" пĕрлешỹре, "Исток" агрофирмăра фермăра ĕçлекенсене вăй хума пур услови те пур. Выльăхсене апат парассине механизациленĕ. Дояркăсене çăвăнса тасалма душ, ывăннă хыççăн кĕрсе канма ятарлă пỹлĕм пур. Ытти хуçалăхсен вĕсенчен тĕслĕх илмелли чылай.
"Труд" хуçалăхăн Нăрваш Шăхалĕнче вырнаçнă ĕне фермине хăть хăçан та кĕрсе тухма кăмăллă. Пĕлтĕр пĕр витене реконструкциленĕччĕ, кăçал вара теприне çĕнетнĕ. Хуралтă тăррине поликарбонатпа витнĕ, электропроводсене улăштарнă. Пăрусем валли ăш-чик чирĕсемпе аптăрасран сиплĕ курăксем пухнă. Ĕнесем халь каю çинче çỹреççĕ, каçпа курăк вырса параççĕ. Улăма та умĕсенчен татмаççĕ.
Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи сысна витине иртен-çỹрен кĕреймест _ йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Автомашинăсем кĕрсе тухакан çĕрте дезбарьер тунă. Турханти "Хастар" хуçалăхра та инкек-синкекрен сыхлакан мероприятисене пурнăçланă. Сыснасене уçăлтарма ферма территоринчи картана кăларнă. Витесене хĕлле ăшăтма вутă çителĕклĕ янтăланă.
Районта юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ вăй илме тытăнни палăрмаллах сисĕнет. "Мир", "Булинская" хуçалăхсенче ĕнесен шутне ỹстерме тĕллев лартнă. Витесене юсама пикеннĕрен строительство материалĕсене хуралтă çумнех турттарса хунă. Ĕçе пуçăнни çур ĕç тунипе танах тесе ахальтен каламан ваттисем.
"Первомайск", "Малалла" хуçалăхсенчи фермăсене хĕле хатĕрлесе пы-раççĕ. Санитари кунĕсене йĕркелесех тăнăран витесенче таса, тирпейлĕ.
2-3 çул каялла Çĕньялта витесене тĕпрен юсанăччĕ. Хальтерех вара пăта та çапман. Еленăпа Валентина Дмитриевасем тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та ферма каякан сукмака такăрлатма пăрахман-ха. Вĕсем яваплăха туйса ĕçлеççĕ, ĕнесем вăхăтра сăвăнаççĕ. Комисси фермер хуçалăхĕсене те çитрĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. Шăнкăртамри Р. Бикчурин пушă витене реконструкцленĕ, Тутар Республикинченех ăратлă выльăхсем илсе килнĕ. Пушмаксем ăнăçлă пăрласа пĕтернĕ. Паяна хуçалăхра сăвăнакан 37 ĕне. Апатран татăк тăратманран пĕри кунне 20 килограмран кая мар сĕт антарать. Пăрусем те яка, илемлĕ.
Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов 120 ĕне вырнаçмалăх витен çуррине хута янăччĕ, халь тепĕр пайĕнче ĕç вĕрет. Чỹречесем лартмалли тата урайне бетон сармалли кăна тăрса юлнă. Именкассинчи И. Шарафутдинов фермер те кивĕ хуралтăна реконструкцилет.
Патшалăх паракан пулăшăва илнисем те ăнăçлă тăрăшаççĕ. Акă, О. Кириллов 2012 çулта çамрăк пăрусем туянма гранд тивĕçнĕ. Халь унăн самăртма хупнă вăкăр 37 пуçа çитнĕ. Фермăра ĕçлеме условисем лайăх.
Раççее хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх тата ытти апат-çимĕç продукчĕсене _ пурĕ 40 тĕрлĕ _ кỹрсе килессине пĕр çулталăка чарса лартма йышăннă. Çакна шута илсе малашне выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма патшалăх тата та ытларах пулăшас, районта фермăсем выльăхсемпе тулас шанчăк пысăк
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)