АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРЕДПРИНИМАТЕЛЬЛĕХ КЛИМАТНЕ ЛАЙĂХЛАТМАЛЛА

24 сентября 2014 г.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Унта Раççей бизнесне, унăн тулашри рыноксенчи лару-тăрăвне тỹрремĕнех витĕм кỹрекен ыйтусене пăхса тухнă.

Ларăва уçнă май Владимир Путин Президент юлашки 10 çулта çĕр-шыв экономикинче пысăк улшăнусем пулса иртнине, предпринимательлĕх климачĕ лайăхланнине палăртнă. 16 çул калаçусем ирттернĕ хыççăн Раççей ВТОна кĕнĕ. Анчах Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисем ирĕклĕ конкуренци принципĕсене пăсаççĕ, çав çĕр-шывсем ВТОн никĕс шайĕнчи принципĕсене пăрахăçланине çирĕплетеççĕ. Санкцисене хирĕç мерăсене кама та пулин явап тыттарма мар, хамăр çĕр-шыври тавар туса кăларакансене киревсĕр конкуренцирен хỹтĕлеме йышăннă.

Çĕр-шыв ертỹçи тата регионсен влаç органĕсене экономикăн чăн секторне аталантарма сĕннĕ. Çапла тума кредитсемпе усă курмалли майсене анлăлатмалла, производство секторĕ валли ăста специалистсене ха-тĕрлемелле.

Чăваш Енре Раççей ВТОна кĕнĕ май шалти рынокри импорт продукцийĕн тỹпи ỹснĕ.

Экономика ĕç-хĕлĕн тĕсĕсене тишкерни çакна кăтартать: Чăваш Енре конкурентлă ĕç-хĕл шутĕнче _ апат-çимĕç хатĕрлесси, хими, металлурги, электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕн производствисем, çавăн пекех электроэнерги хатĕрлесси, ăна тата газ, шыв валеçесси. Конкурентлăх енĕпе уксахлаканнисем, патшалăх енчен пулăшмаллисем _ пир-авăрпа çĕвĕ, машинăсемпе оборудовани, транспорт хатĕрĕсен производствисем.

Республикăн экспертăн пĕтĕмĕшле калăпăшăнче "Химпром" АУО тỹпи 2010 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр 16,6-ран 28,6 процент таран ỹснĕ, "Дюпон-Химпром" АУОн _ 2,6-ран 6,7, Чапаев ячĕллĕ ПОн _ 1,2-рен 3,5 процент таран. "Акконд" та экспорт калăпăшне ỹстерсе пырать: 2010 çулта АПШн 4620,5 пин долларĕ чухлĕ пулнă, пĕлтĕр _ 5686,1 пин доллар шайĕнче.

"Хыпартан".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика